Ырӑ ӗҫӗн ҫимӗҫӗ те ырӑ

Ырӑ ӗҫӗн ҫимӗҫӗ те ырӑ

Декабрӗн 5-мӗшӗнче Раҫҫейре пурӑнакансем Волонтерсен кунне паллӑ турӗҫ. Ҫак уява Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин  2017 ҫулхи  ноябрӗн 27-мӗшӗнчи указӗпе палӑртнӑ. Ырӑ кӑмӑлпа, хӑйсен ирӗкӗпе тӗрлӗ пулӑшусем пама хатӗр ҫынсем ҫӗршывра нумай. Пирӗн округра та ун пеккисем сахал мар. Уява та вӗсем юрӑ-ташӑпа мар, ырӑ ӗҫсем туса паллӑ турӗҫ.

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр

Пирӗн округра пурӑнакансем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансанах йывӑрлӑха лекнӗ Донбасс тата Луганск халӑхне пулӑшу алли тӑсса пачӗҫ. Вӗсем валли апат-ҫимӗҫ, тумтир, канцеляри таварӗсем тата ытти япаласем пуҫтарса ӑсатрӗҫ. Тулли мар мобилизаци пуҫлансан ҫар ретне тӑчӗҫ. Хӑйсен ирӗкӗпе салтак тумӗ тӑхӑнакансем те сахал мар пулчӗҫ.

Округри кашни ялтах аякри ентешсене тӗрлӗ енлӗн  пулӑшма тытӑнчӗҫ. Ку ӗҫ паянхи кун та чарӑнса ларман. Пур территори уйрӑмӗсенче те маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ. Халӗ окоп ҫуртисем хатӗрлеме пушӑ банкӑсем пуҫтарассине йӗркеленӗ. Ку енӗпе ялсенчи волонтерсем пысӑк пуҫарулӑхпа хастарлӑх кӑтартаҫҫӗ. Вӗсем аякра службӑра тӑракан ентешсемпе ҫыхӑну тытса салтаксене кирлӗ япаласем пухассине йӗркелеҫҫӗ. «Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» девиза пурте ырласа йышӑнчӗҫ.

Кӗреҫесем парнелерӗҫ

Кӑҫал декабрӗн малтанхи кунӗсенче юр нумай ҫурӗ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем территорине, инҫех мар вырнаҫнӑ палӑксен ҫывӑхӗнчи лаптӑксене тасатсах тӑма тӑрӑшаҫҫӗ. Ачасем ку ӗҫе хаваспах хутшӑнма хатӗр. Анчах та кӗреҫесем ҫителӗксӗр пулни палӑратчӗ. Волонтер кунӗнче округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсем Василий Кокарев, Вячеслав Кополухин, Сергей Катиков  ырӑ туйӑмсемпе шкула 25 кӗреҫе парнелерӗҫ. Ҫакӑншӑн вӗсем ачасемпе педагогсен тав сӑмахне тивӗҫ.

Малашне шкул ачисем  территорине тата палӑксен ҫывӑхӗнчи вырӑнсене татах та тасарах тытма тӑрӑшӗҫ.

Ирина Соловьева.

Ватӑсем чунтан тав турӗҫ

Чӗчкен пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӗнче вӗренекенсем  уроксем хыҫҫӑн ырӑ ӗҫ тума ӳркенмеҫҫӗ. Ялта пӗччен пурӑнакан ватӑсем  пур. Юр хӳсе кайнӑ хыҫҫӑн вӗсене тухса ҫӳреме те кансӗр. Хӑйсене кӗрсе ҫӳремелӗх юр уҫма та йывӑр.  Ҫакна шута илсе ачасем кӗреҫесем илсе пӗччен пурӑнакан ватӑсем патне васкарӗҫ. Ушкӑнпа ӗҫӗ те ӑнать. Кӗске вӑхӑтрах вӗсем кил умӗсене юртан тасатса пачӗҫ. Ватӑсем вара вӗсене чунтан тав турӗҫ.

Людмила Гибатдинова.

Сеткӑсем ҫыхасси малалла пырать

РФ Социаллӑ фончӗн округри клиент служби ҫумӗнчи «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрӗнче Волонтер кунне паллӑ турӗҫ.

Муниципаллӑ округӑн библиотека системин инноваципе методика пайӗн заведующийӗ Редалия Сабитова «Добро.Центр» ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ.

Округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксен енӗпе ӗҫлекен советникӗ Ольга Григорьева  «Доброволец» квиз-вӑйӑ йӗркелерӗ. Аслӑ ӳсӗмри ҫынсем икӗ командӑна пайланса тупӑшрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсем «Я волонтер» значока тивӗҫрӗҫ.

Ку мероприяти хыҫҫӑн  ватӑсем маскировка сетки ҫыхассине малалла тӑсрӗҫ. Ҫак ӗҫ «Кӗмӗл ӳсӗм»  хутшӑну центрӗнче чылайранпа пырать. Унта ватӑсем хапӑлласах хутшӑнаҫҫӗ.

Надежда Юманова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *