Чӑваш туйне кӑтартрӑмӑр

Чӑваш туйне кӑтартрӑмӑр

Паянхи кун туйсене кафесемпе ресторансенче тӑвасси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Сӗтел тулли апат-ҫимӗҫ, музыка кӗрлет, тамада чунтан уяв хаваслӑ та асра юлмалла ирттӗр тесе тӑрӑшать.

Чӑннипе мӑшӑрланакансен, хӑнасен асӗнче юлаҫҫӗ-ши темиҫе сехете ҫеҫ тӑсӑлакан вӑл самантсем?Ӗлӗкхи туйсене ҫур ҫул малтан хатӗрленме пуҫланӑ. Хӗр килӗшни, туй кунне палӑртни, ӗҫме-ҫиме хатӗрлени пурте мар пулсан та, чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-йӗркипе пулса пынӑ. Туйсенче мӑн кӗрӳсем те, туй пуҫӗсем те пурччӗ. Пӗтӗм ял кам кампа мӑшӑрланнине, хӗрӗ ӑҫтан пулнине пӗлсе тӑратчӗҫ. Туй кунне кӳршӗ-аршӑ ҫӗнӗ ҫынна пӑхма килетчӗ. Ҫырӑннӑ вӑхӑтра та ҫын нумайччӗ. Ҫамрӑксем ҫӗрӗпе хуткупӑс каласа ташласа савӑнатчӗҫ. Туйӑн хӑйӗн илемӗ пурччӗ. Ҫӗнӗ ҫын мӑшӑрӗн тӑванӗсене сӑра ӗҫтерсе ҫӳресе паллашни хӑех мӗне тӑрать. Паянхи туйри халӑх тӑвансемпе паллашма мар, чун каниччен савӑнма та ӗлкӗреймест, аренда вӑхӑчӗ ҫитнипе саланма та тивет.

Чӑваш туйӗ, ялти туй халӗ пурӑнакан аслӑрах ӳсӗмри ҫынсен кашнин асӗнче юлнӑ. Унӑн хӑйӗн илемӗ, илӗртӳллӗхӗ пулнӑ. Тӑрӑшсан ресторанти туйсене те интереслӗрех, наци сӑн-сӑпатне кӗртсе йӗркелеме пулать. Ку тамада ӑсталӑхӗнчен те нумай килет.

Ман шутпа миҫе ӗмӗр сыхланса пынӑ, ҫӗршывӑн темӗнле йывӑр вӑхӑчӗсенче те ҫухалман йӑла-йӗркене пирӗн манӑҫа хӑвармалла мар. Ҫакна шута илсе, ҫамрӑксене йӑла-йӗркепе паллаштарас тесе Киров поселокӗн клубӗнче улах ларнине, чӑваш туйне сцена ҫинче кӑтартса патӑмӑр. Рольсене вылякансем тӗплӗн хатӗрленчӗҫ. Ӗлӗкхи тумсем, хушпусемпе тухьясем тӑхӑнса, сурпансем сырса  куракансем умне тухрӗҫ. Туй пуҫӗ Николай Скоблев, туй каччи Дима Григорьев, кил хуҫи Анатолий Краснов пулчӗҫ. Качча каякан хӗр рольне Надя Краснова витӗмлӗ вылярӗ. Туй ҫыннисем — ялти фольклор  ансамбльне ҫӳрекенсем. Галина Можаева, Галина Филиппова, Валентина Можаева, Тамара Журавлева, Валентина Краснова, Светлана Петрова, Валерий Журавлев тата  Владимир Филиппов вӑйӑҫ ялти клубра ирттерекен пур мероприятисене те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Чӑваш туйне те питӗ ӑста кӑтартса пачӗҫ. Юрӑсем те, ташӑсем те, такмаксем те пулчӗҫ унта. Ҫамрӑксен асӗнче юлчех пулӗ тесе шутлатӑп.

Ялта культура «вучахӗ» пурри, ӑна сӳнме паманни паянхи кун пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Киров поселокӗнчи клуб кивӗччӗ. Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Попов ӑна юсама пулӑшма шантарнӑччӗ, вӑл хӑйӗн сӑмахне тытрӗ. Район администрацийӗ, ял тӑрӑхӗ, «Единая Россия» парти членӗсем, культура министерстви пӗрле тӑрӑшнипе 2022 ҫулта клуба тӗпрен юсама май тупрӗҫ. Надежда Краснова заведующи те унта тӑтӑшах мероприятисем йӗркелесе халӑха пуҫтарма тӑрӑшать. Малашне те клубра чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ уявсемпе каҫсем пуласса шанса тӑратӑп. Нумай-нумай ҫул упраса ку тарана ҫитернӗ халӑх пуянлӑхне пирӗн ҫухатмалла мар.

Тамара Григорьева,

ЧАССР тава тивӗҫлӗ  культура ӗҫченӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *