Туллин кӑтартса пачӗҫ

Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗнче смотр-конкурс йӗркелерӗҫ. Унта пирӗн тӑрӑхри ялсемпе район хушшинчи ҫыхӑнӑвӗсемпе хутшӑнӑвӗсене туллин кӑтартса пама тӑрӑшрӗҫ.

Ялти культура ҫурчӗн фойинче «Аваллӑх тӗнчи» ятпа ӗлӗкхи япаласен выставкине, вырӑнти алӗҫ ӑстин А.Н.Евсееван куравне йӗркелерӗҫ.  Хамӑр тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫынсем ҫинчен каласа паракан «Пирӗн ентешсем — пирӗн мӑнаҫлӑх» стенд умӗнче те куракансем чылайччен чарӑнса тӑчӗҫ.

«Каҫал енӗм, савнӑ ен» выставка тӑватӑ пайран тӑчӗ. Унта хамӑр район, территори уйрӑмне кӗрекен ялсем ҫинчен каласа паракан кӗнекесемпе тата ытти материалсемпе паллашма май пулчӗ. Выставкӑра хамӑр район пирки мӗн май килнӗ таран туллирех каласа пама тӑрӑшрӗҫ.

Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ А.Т.Орешкин хамӑр тӑрӑхри ялсен историйӗ, вӗсем мӗнле аталанса пыни пирки тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ. Чаплӑ ентешсем ҫинчен те каласа пачӗ. Юлашки вӑхӑтра ялсене аталантарас, илемлетес, хӑтлӑрах тӑвас енӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе паллаштарчӗ.

Культура ӗҫченӗсем ҫак куна халалласа пысӑк концерт хатӗрленӗ. Мероприятие ваттинчен пуҫласа пӗчӗк ачасем таранах сцена ҫине тухса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма пултарчӗ. Тӗрлӗ жанрлӑ номерсем ҫак каҫа татах та илемлӗх сӗмӗ кӗртрӗҫ.

Каҫал тӑрӑхӗнче пурӑнакансем, Аслӑ тата Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел, Йӑвашкел, Тутар Йӑвашкел, Хирти Шӑхасан ялӗсенчи ҫынсем ӗҫлеме те, савӑнӑҫлӑн канма та пултарнине кӑтартса пачӗҫ.

Александр Иванов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *