Ачалӑхри ӗмӗтне туллин пурнӑҫланӑ

Пӗчӗккӗ чухне ачасенчен чылайӑшӗ  ӳссе ҫитсен кам та пулсан пулма ӗмӗтленет. Ҫулсем иртнӗҫемӗн хӑшӗ-пӗрин шухӑшӗсем улшӑнаҫҫӗ. Хырай Ӗнел хӗрӗ Васса Алякина вара парта хушшинче ҫуралнӑ ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртет.

— Кӗҫӗн класра пире ҫамрӑк учителница Нина Яковлевна вӗрентнӗ. Ӳсерехпе пирӗн класс руководительници Анфиса Михайловна Чемешева пулнӑ. Эпӗ ҫак икӗ учительницӑна питӗ юратнӑ, хисепленӗ. Вӗсем пек пулас тесен шкулта та тӑрӑшса вӗренмеллине ӑнланнӑ, — аса илсе каласа парать Васса Филипповна.

Ялти шкулта сакӑр класс пӗтерсен хӗр Канашри педагогика училищине каять. Унта кӗҫӗн классене вӗрентекен специальноҫне алла илет.  Направленипе ҫамрӑк хӗре Кивӗ Сӗнтӗрти сакӑр ҫул вӗренмелли шкула ӗҫлеме яраҫҫӗ.

— Паянхи пек астӑватӑп, коллектив мана ӑшшӑн кӗтсе илчӗ. Пурте сӗнӳ-канашсемпе пулӑшма тӑрӑшатчӗҫ. Уйрӑмах К.П.Абукина, Г.И.Иванов, В.П.Башкирова, А.А.Петрова вӗрентекенсене ырӑпа асӑнас килет, — сӑмахне малалла тӑсать ветеран-педагог.

Васса Филипповна тин ҫеҫ шкул алӑкне уҫса килнисемпе ӗҫлеме пуҫлать. Училищӗре илнӗ пӗлӳпе усӑ курса шӑпӑрлансене майӗпен пӗлӳлӗхӗн аслӑ тӗнчине илсе кӗме пуҫлать. Вулама, ҫырма, шутлама вӗрентет, ачасемпе пӗр чӗлхе тупма тӑрӑшать.  Ҫав вӑхӑтрах хӑй те пӗлӗвне                   ӳстерсех пырать.  Малалла вӗренес тӗллевпе вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш педагогика институтне  физикӑпа математика факультетне куҫӑн мар майпа вӗренме кӗрет.

Алла диплом илсен Васса Филипповна Хырай Ӗнел вӑтам шкулне куҫать, унта ачасене математика предметне вӗрентме пуҫлать. Вӑл кунти Н.Д.Краснов тата Л.В.Петрова вӗрентекенсен пулӑшӑвне туйнине палӑртать. Ӑшӑ сӑмахсемпе хавхалантарса пыни те ӗҫре пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине туять.

— Учитель профессине суйласа илнӗшӗн эпӗ нихӑҫан та ӳкӗнмен. Вӑтӑр ҫичӗ ҫул тӑрӑшрӑм. Педагог ӗҫӗ ҫӑмӑл мар. Эпӗ тӑрӑшнӑ ҫулсенче классенче ачасем йышлӑччӗ. Вӗсене математикӑн кӑткӑс тӗнчине илсе кӗрес, предметпа интереслентерес тесе чылай вӑй хума тивнӗ. Темӗнле кӑткӑс лару-тӑру пулсан та пуҫ усман, — шухӑшне малалла тӑсать вӑл.

1980 ҫулта ҫамрӑк хӗр Хырай Ӗнел каччипе Валерий Матросовпа пӗрлешет. Васса Филипповнӑн халӗ шкулта ачасемпе ӗҫленипе пӗрлех ҫемье пирки те шутлама тивет. Хӑйӗн  пепкисем те кун ҫутине килеҫҫӗ. Вӗсем мӑшӑрӗпе 3 ывӑл ҫуратса ӳстернӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ.

В.Матросова ачасем математика предметне лайӑх алла илччӗр тесе ҫине тӑрса вӑй хурать. Кружоксем йӗркелет, вӗренекенсене олимпиадӑсемпе конкурссене, наука конференцийӗсене хутшӑнма хатӗрлет. Ачасем хӑйсен педагогӗн шанӑҫне тӳрре кӑларса пыраҫҫӗ. Район шайӗнче пӗрре мар ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн хӑйсен пурнӑҫне математикӑпа ҫыхӑннӑ профессисене суйласа илни те учительницӑна чунтан савӑнтарать.

Шкулта ӗҫленӗ ҫулсенче кашнинчех классен ертӳҫи пулнӑ вӑл. Ачасене класс тулашӗнчи ӗҫсене явӑҫтарма тӑрӑшнӑ, тӗрлӗ мероприятисем йӗркеленӗ.

Ӗҫне кура — хисепӗ. Пултаруллӑ пулнӑшӑн ӑна районти вӗрентӳ управленийӗ пӗрре мар Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ. Вӗсемсӗр пуҫне вӑл 2001 ҫулта  ЧР вӗрентӳ министерствин, 2011 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн  вӗрентӳпе наука министерствин Хисеп грамотисене илме тивӗҫ пулнӑ.

Ачасене тарӑн пӗлӳ тата тивӗҫлӗ воспитани  парас тесе тӑрӑшнипе пӗрлех, В.Ф.Матросова профсоюз ӗҫне те хастар хутшӑннӑ. 2008 ҫулта вӑл «Профсозӑн ӗҫ сыхлавӗн чи лайӑх уполномоченнӑйӗ» республикӑри конкурсра ҫӗнтернӗшӗн диплом ҫӗнсе илнӗ. Хисеп грамотисем, Тав хучӗсемпе ҫырӑвӗсем нумай унӑн. «Суперкласс», «Самый классный классный» конкурссенче пултаруллӑ пулнӑшӑн, олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсем хатӗрленӗшӗн… Пурне те асӑнса та пӗтереймӗн. Вӗсенче Васса Филипповнӑн тӑрӑшуллӑхӗпе пултаруллӑхӗ пытаннӑ. Ҫав наградӑсем вӑл ӑста педагог пулнине, хӑй ачаран юратнӑ ӗҫе суйласа чун-чӗререн туса пынине туллин ҫирӗплетеҫҫӗ.

Валентина Потапова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *