Суббота, 27 апреля

Ҫемьесем фестивале пухӑнчӗҫ

Ноябрӗн 24-мӗшӗнче Комсомольски тӗп библиотекинче ҫамрӑк ҫемьесен «Семья — волшебный символ жизни» фестивалӗ пулчӗ. Унта Комсомольскинче пурӑнакан Дарийӑпа Алексей Грибовсем, Светланӑпа Иван Козловсем, Иринӑпа Руслан Кольцовсем, Маринӑпа Александр Петровсем, Валентинӑпа Виталий  Хораськинсем, Кӗҫӗн Каҫалти Татьянӑпа Александр Кузьминсем, Тукай ялӗнчи Цветанӑпа Алексей Маторинсем, Йӑвашкелӗнчи Екатерина тата Леонид Казаковсем,  Тукай Мишерӗнчи Йолдыспа Ильнар Мингалиевсем хутшӑнчӗҫ. Мероприятие чылайӑшӗ пӗчӗк ачисемпех килнӗ, вӗсем уява чӗрӗлӗх кӗртрӗҫ. Пурте туслӑ, килӗшӳллӗ мӑшӑрсем. Камӑн пӗрлехи пурнӑҫ стажӗ виҫӗ ҫул, камӑн 10—15 е ытларах та пухӑннӑ.

Чи аслисем вара, Хораськинсем, кун-ҫул сукмакне алла-аллӑн тытӑнса 45 ҫул ытла такӑрлатаҫҫӗ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел хӗрӗпе Комсомольски каччине Патӑрьелӗнче паллашма шӑпа ҫырнӑ, унтанпа вӗсем пӗр-пӗрне куҫран вӗҫертмен, килӗштерсе ҫемье ҫавӑрнӑ. Халь иккӗшӗ те тивӗҫлӗ канура ӗнтӗ. Апла пулин те вӗсем яланах ҫын ҫинче, халӑх хушшинче — концерт-спектакльсене хутшӑнаҫҫӗ, художество пултарулӑх коллективӗсене ҫӳреҫҫӗ. Валентина Николаевна хушпу-тухья тӑвать, саппун-тутӑр тӗрлет. Виталий Семеновичпа иккӗшӗ чӑваш халӑх йӑли-йӗркине упрас, вӗсене ҫитӗнекен ӑрӑва парса хӑварас тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ, ыттисемшӗн те тӗслӗх вырӑнӗнче хисеплӗ мӑшӑр.

Комсомольски округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Альберт Кузьмин, культура секторӗн заведующийӗн ӗҫне тӑвакан Дарья Грибова, тӗп библиотека директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Редалия Сабитова хӗрарӑмсене Анне кунӗпе ӑшшӑн саламларӗҫ, тӑнӑҫ пурнӑҫ,ҫемьесене килӗштерсе, тату пурӑнма, ачисенчен пархатар курма сунчӗҫ.

Программӑна ертсе пыракан Нина Полякова кашни ҫемьене сӑмах пачӗ. Мӑшӑрсем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, килӗшӳллӗ пурнӑҫӑн вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса пачӗҫ. Пурте хӑйсен телейӗ пӗр-пӗрне ӑнланнинче, хисепленинче, каҫарма пӗлнинче пулнине пытармарӗҫ. Паллах, ачисем тӗрӗс-тӗкел, сывлӑхлӑ ӳснинчен пӗлтерӗшлӗреххи нимӗн те ҫук. Хастар ҫемьесем пӗрле ӗҫлеме ҫеҫ мар, канма, спорт вӑййисене хутшӑнма, алӑ ӗҫӗ тума та юратаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшне кура ачи-пӑчи те маттур ҫитӗнет.

Сӗтел хушшинчи ӑшпиллӗ калаҫу хыҫҫӑн библиотека ӗҫченӗ Вера Горбунова ҫӑм ҫипписемпе усӑ курса ҫемье оберегӗ тумалли  ӑсталӑх класӗ ирттерчӗ. Мӑшӑрсем ку ӗҫе хапӑлласах пурнӑҫларӗҫ, ӑна килти хисеплӗ вырӑна ҫакма шантарчӗҫ. Пурте пӗрле тӑрса асӑнмалӑх сӑн ӳкерттерчӗҫ.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *