— 2023 ҫулхи март уйӑхӗнче Чӑваш Республикин строительство министерствин «Служба единого заказчика» тата «ПМК-проект» Комсомольски ялӗнче 640 вырӑнлӑ шкулӑн проекчӗн ӗҫӗсене тӑвасси пирки патшалӑх контракчӗ тунӑ пулнӑ. Халӗ 16 миллион тенкӗллӗх проект ӗҫӗсене вӗҫленӗ, унӑн патшалӑх экспертизи витӗр тухмалла. Ун хыҫҫӑн ҫак обьекта тума укҫа-тенкӗ уйӑрас ыйтӑва татса парӗҫ, — хуравланӑ Николай Никандрович Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкул пирки панӑ ыйту ҫине.
Кӑҫалхи октябрь — ноябрь уйӑхӗсенче социаллӑ сетьсенче урамсене ҫутатасси пирки ыйтусем нумай пулнӑ. Кун пирки Луцки, Комсомольски, Кӗҫӗн Каҫал, Васильевка ялӗсенче пурӑнакансенчен ыйтусем килнӗ. Халӑха ачасен ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑхӗ пӑшӑрхантарнӑ.
— Луцки тата Комсомольски ялӗсем урлӑ иртсе каякан ҫулсем «Чувашупрдор» балансӗ ҫинче тӑраҫҫӗ. Вӗсем ҫунса кайнӑ лампӑсене ҫӗннисемпе улӑштарас тесе ӗҫлеҫҫӗ.
Юлашки ҫулсенче вырӑнти ҫулсем иртекен урамсенче 2,7 миллион тенкӗлӗх пысӑк ӗҫсем туса ирттернӗ. 220 ҫӗнӗ лампа лартнӑ, 120-не улӑштарасшӑн.
Урамри ҫутӑсем пирки татах та ыйтусем пулсан ман пата приема ҫырӑнма, социаллӑ сетьсем урлӑ пӗлтерме пултаратӑр. Вӗсене пӑхса тухса татса парӑпӑр, — терӗ округ пуҫлӑхӗ.
Округра, федерацин нумай субъекчӗсенчи пекех педагогика кадрӗсем ҫитмеҫҫӗ. Вӗренӳ системине математика учителӗсем 4-ӑн, пӗр хими учителӗ, кӗҫӗн классен пӗр вӗрентекенӗ, учитель-логопедсем 3-ӗн, учитель-дефектологсем 2-ӗн, педагог-психологсем 3-ӗн кирлӗ. Ку ыйтӑва татса парас енӗпе мӗнле утӑмсем тунипе те интересленнӗ.
Округра ҫамрӑк специалистсем енӗпе лару-тӑру ҫӑмӑл мар пулнине палӑртрӗ округ пуҫлӑхӗ. Чылай шкулсенче вӗрентекенсем 50 ҫултан иртнӗ. Вӗсене улӑштаракан кадрсем кирлӗ. Ҫавӑнпа та педагогсемпе шкул ертӳҫисене ачасемпе профориентаци енӗпе тӑрӑшуллӑрах ӗҫлеме чӗнчӗ. Педагог пулса хамӑр тӑрӑха таврӑнас шутлисене округ администрацийӗ уйӑхсерен 3-шер пин тенкӗ стипенди парса тӑма хатӗр. Кӑмӑл тӑвакансен ҫитес ҫулхи июнь уйӑхӗнче округӑн вӗрентӳ пайне килсе договор тумалла пулать.
Округра ҫамрӑк педагогика кадрӗсене хавхалантарма чылай мерӑсем палӑртнӑ. Аслӑ е ятарлӑ вӑтам пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн 3 уйӑхран кая юлмасӑр шкулсенче ӗҫлеме пуҫланӑ ҫамрӑксене уйӑхсерен 1 пин тенкӗ хушма укҫа округ тӳлесе тӑрӗ. Кунсӑр пуҫне ҫамрӑк специалист шутланакан педагогика ӗҫченне пӗр хутчен 10 оклад чухлӗ пособи параҫҫӗ. Ҫулталӑк ӗҫленӗ хыҫҫӑн ӗҫ стажне кура 20—60 пин тенкӗ таран пӗр хутчен паракан тӳлевпе тивӗҫтереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ӗҫлеме тата канма хӑтлӑ условисем те туса пама палӑртнӑ. «Комплексное развитие сельских территорий» муниципаллӑ программа ҫамрӑк педагогсене анчах мар ытти сферӑра ӗҫлеме кӑмӑл тунӑ специальность илнӗ яш-кӗрӗме те пурӑнмалли вырӑнпа тивӗҫтерме пулӑшӗ.
Тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче талантлӑ ачасене хавхалантарас ыйтӑва та хускатрӗҫ. «Пултаруллӑ ачасене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ уйӑхсерен 2500 тенкӗ стипенди парса, пирӗн округ администрацийӗ 18 вӗренекене уйӑхсерен 400-шер тенкӗ стипенди парса хавхалантарать», — палӑртрӗ Н.Раськин.
Ку тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче те Комсомольски ялӗнчи шыв проблемипе ҫыхӑннӑ ыйтусемсӗр иртмерӗ.
— Округ центрӗнчи И.Кабалин, К.Антонов микрорайонӗсенче ӗҫмелли таса шывпа тивӗҫтерессине лайӑхлатас тӗлӗшпе кӑҫал хушма скважина хута янӑ. Ҫакӑ шывпа тивӗҫтерессине пӑртак лайӑхлатма май панӑ. Анчах шыв пусӑмӗ ҫителӗксӗрри палӑрать-ха. Халӗ Солнечная урамра тепӗр скважина хута ярас енӗпе ӗҫсем пыраҫҫӗ. Вӑл Комсомольски ялӗн кӑнтӑр хӗвеланӑҫ пайне шывпа туллин тивӗҫтерме май парӗ.
Кӑҫал округ центрӗнчи водопровод сетьне тата тасатмалли станци реконструкцийӗн проект ӗҫӗсене 27 миллион тенкӗллӗх туса хатӗрленӗ. Вӑл объек- тӑн строительствӑпа монтаж ӗҫӗсем 1 миллиард тенкӗсем чухлӗ пулма пултараҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн округ центрӗнчи тасатмалли сооруженисен проекчӗ пур, — пӗлтерчӗ округ пуҫлӑхӗ.
Шкул ачисене вӗри апатпа тивӗҫтерессипе те интересленчӗҫ.
— Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен округри пур шкулсем те аутсоринг ситеми ҫине куҫнӑ. Апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерес тӗлӗшпе райпон «Комбинат питания» предприятийӗ ӗҫлет. Вӗри апатпа тивӗҫтерес енӗпе шкулсем яваплӑ. Вӗсенче комиссисем те пур. Ачасем вӑл е ку апата ҫиесшӗн пулманнине те илтме пулать. Анализсем апатра ачасене кирлӗ чухлӗ белоксемпе углеводсем пуррине, килокалорипе ҫусен шайлашӑвне тытса пынине ҫирӗплетеҫҫӗ. Апат пахалӑхне тӗрӗслеме кашни шкултах уйӑхсерен «Директорпа ирхи апат» акци ирттереҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ те ачисем мӗнпе апатланнине тутанса пӑхма пултарать, — каласа пачӗ Николай Никандрович.
Тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче ҫавӑн пекех округра «Земский учитель» программа мӗнле пурнӑҫланса пыни пирки, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене ачисене паракан ҫӑмӑллӑхсем пирки ыйтакансем пулчӗҫ. Вӗсем тата ытти ыйтусем ҫине те муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ тулли хурав пачӗ.
Юрий Гаврилов.