Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ
В.А.Салмина:
— Пирӗн территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем питӗ пуҫаруллӑ пулнине палӑртса хӑвармалла. Вӗсем такам килсе туса парасса кӗтсе лармаҫҫӗ, ҫивӗч ыйтусене вырӑнтах татса пама тӑрӑшаҫҫӗ. Пуҫаруллӑ проектпа патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курма май туса панӑранпа пирӗн тӑрӑхри ялсенче 20 ытла пысӑк ӗҫ пурнӑҫлама май килчӗ. Урамсене ҫул сарассине те, ҫутӑ парассине те, шывпа тивӗҫтерессине те татса парас енӗпе чылай вӑй хунӑ. Масарсенче те юсавсем ирттернӗ, спорт площадкисем те йӗркеленӗ. Ҫакна халӑх хӑй укҫа пуҫтарнипе патшалӑх пулӑшнипе тума май килнӗ.
Кӑҫал пуҫаруллӑ бюджетпа Янкасси тата Нӗркеҫ ялӗсенчи урамсенче шыв пӑрӑхӗсене тӗпрен юсама май килчӗ. Иртнӗ ҫул вара Ҫӗнӗ Кипеҫ тата Тӗвенеш ял халӑхӗ шывлӑ пулчӗ. Пӗлтӗр Хирти Сӗнтӗрпе Хирти Ӗнел ялӗсене ҫыхӑнтаракан кӗпере тата ун патне пыракан ҫулсене юсанӑ. Маларах Ҫӗнтерӳ паркӗ тавра карта тытса ҫавӑрнӑ.
Ял ҫынни мал ӗмӗтпе пурӑнать. Ҫитес ҫул та пуҫаруллӑ бюджет шучӗ-пе темиҫе проекта ӗҫе кӗртме палӑртнӑ. Хирти Ӗнел ялӗнче тата Нӗркеҫри Садовая урамра шыв парассине лайӑхлатма юсав ӗҫӗсем ирттермелле. Хирти Сӗнтӗр ялӗнчи Западная урамра пурӑнакансем вак чул анчах мар, асфальтлӑ ҫул сарасшӑн. Ҫак тӗллевпе кашни килтен 15-шер пин тенкӗ пуҫтараҫҫӗ. Тикӗс те ҫирӗп ҫул хӑйсемшӗн пулнине ӑнланаҫҫӗ.
Хирти Сӗнтӗрти масара пысӑклатса ҫӗннине уҫрӑмӑр. Ҫак ялтах водопровода юсаса икӗ гидрант вырнаҫтарнӑ. Ял ҫыннисем кӗтӗве сыхлама электропастухпа усӑ курма пуҫларӗҫ. Ҫакӑ меллӗ. Выльӑхсем хыҫҫӑн ҫӳресе вӑхӑта та ирттермелле мар, паянхи кун кӗтӳҫӗ тупма та йывӑр.
Кӑҫал Нӗркеҫри культура ҫуртне тӗпрен юсарӑмӑр. Ҫирӗкли кӳллинчи гидросооружени патӗнче те юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Кунта «Слава картофелю» агрофирма пысӑк пулӑшу панине палӑртмалла.
Хӗл кунӗсем ҫитрӗҫ. Пирӗн территори уйрӑмӗсенчи ялсем пӗр-пӗринчен чылай аякра вырнаҫнӑ. Ялсем хушшинчи ҫулсене ҫул-йӗр организацийӗн техники уҫать-ха, ялсем хушшинче вара ку ыйту кӑткӑсрахчӗ. Ҫавӑнпа та кӑҫал ҫак енӗпе ӗҫлеме «Слава картофелю» агрофирмӑпа тата Патӑрьелӗнчи предприятипе килӗшӳ турӑмӑр.
Территори уйрӑмӗнчи ӗҫсене йӗркелеме ялсенчи старостӑсем яланах пулӑшса пыма хатӗр. Вӗсем яланах халӑх хушшинче те, ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне, татса паман ыйтӑвӗсене лайӑх пӗлсе тӑраҫҫӗ. Хирти ,нелти Г.В.Орлова, Хирти Сӗнтӗрти С.В.Васильева, Нӗркеҫри А.Н.Плеткин, Янкассинчи П.Д.Краснов, Ҫӗнӗ Кипеҫпе Тӗвенеш ялӗсенчи Г.И.Новикова хӑйсене шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа туса пыраҫҫӗ.
Пирӗн халӑх пур енӗпе те пуҫаруллӑ, терӗмӗр. Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансанах Хирти Сӗнтӗр тӑрӑхӗнчи ялсенче пурӑнакансем ҫар ҫыннисене ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвӗсем пама кар тӑрса ҫӗкленчӗҫ. Апат-ҫимӗҫ те, ӑшӑ тумтир те нумай пуҫтарчӗҫ. Пирӗн енчен мобилизаципе каякансем те, контракт ҫырса ҫар тумӗ тӑхӑнакансем те чылайӑн пулчӗҫ. Аякри ентешӗсене пулӑшасси пӗр кун та чарӑнса тӑмасть. Волонтерсен «Шанчӑклӑ тыл» ушкӑнӗ вӗсене мӗн кирлине пӗлсе тӑрать, ҫийӗнчех салтаксен ыйтӑвӗсене тивӗҫтерме тӑрӑшать. Уйрӑмах ку енӗпе В.В.Воронов волонтер хастар пулнине палӑртмалла.
Паллах, территори уйрӑмӗнче пурнӑҫламалли ӗҫсем татах та нумай. Халӑхпа пӗрле, патшалӑх пулӑшӑвӗпе вӗсене пӗчӗккӗн татса пама тӑрӑшасчӗ. Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн администрацийӗнче манпа пултаруллӑ специалистсем тӑрӑшаҫҫӗ. Акӑ, Н.В. Голландцева 15 ҫул ӗҫлет. И.Ф.Петрова, И.А.Федорова та халӑх ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтерме май тупаҫҫӗ. Ҫирӗп командӑсӑр пирӗн пек пысӑк территори уйрӑмӗнче пур ӗҫе те вӑхӑтра татса пама ҫӑмӑлах мар. Специалистсем хастар пулнине палӑртса хӑварас килет.