Суббота, 7 сентября

Хиртисӗнтӗрсем хастарлӑх кӑтартаҫҫӗ

Иртнӗ вырсарникун Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмне кӗрекен ялсенче пурӑнакансем маскировка сетки ҫыхас енӗпе питӗ пысӑк ӗҫ тунӑ. Ку территорире ӗҫе виҫӗ пунктра — Хирти Сӗнтӗр, Нӗркеҫ, Ҫӗнӗ Кипеҫ ял культура ҫурчӗсенче — йӗркеленӗ. Кашни пункта 3х8 метрлӑ тетел 5-шер штук уйӑрнӑ. Ял ҫыннисем пысӑк хастарлӑх кӑтартнӑ,  пӗр кунра ҫак ӗҫе пурнӑҫланӑ. Каҫа  валли 15 сетка хатӗр те пулнӑ.

Ҫапла вара Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнчи 588 волонтера пӗрлештерекен «Шанчӑклӑ тыл» ушкӑн ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа 150 маскировка сетки ҫыхса хатӗрленӗ. «Хамӑрӑн салтаксене пулӑшса ҫӗнтерӗве ҫывхартса пыратпӑр,  пурнӑҫри тӑнӑҫлӑх шӑп ҫакӑнтан килет-ҫке», — теҫҫӗ Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *