Понедельник, 16 сентября

Паттӑрсене тӳлевсӗр ҫӗр

Паттӑрсене тӳлевсӗр ҫӗр

Чӑваш Енрен ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем Раҫҫей Геройӗн ятне е Раҫҫей орденӗсене тивӗҫнӗ пулсан вӗсене ҫӗр лаптӑкне тӳлевсӗрех харпӑрлӑха парӗҫ.

Ҫурт-йӗр тумалли е килти хушма хуҫалӑха тытса пымалли участоксене республика е муниципалитет ҫӗрӗсенчен йӗркелеҫҫӗ. Вилнӗ ҫар ҫыннин ҫемйин членӗсем те ҫӗре харпӑрлӑха илме пултараҫҫӗ.

Тата тепӗр ҫӑмӑллӑх — Росгварди служащийӗсен, ҫавӑн пекех ҫар служащийӗсен, ҫар задачисене пурнӑҫланӑ май пуҫ хунисен ачисене ашшӗсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ тапхӑрта кунне икӗ хутчен  тӳлевсӗр апатпа тивӗҫтереҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *