Воскресенье, 19 мая

10 ҫул ҫитнине уявларӗҫ

10 ҫул ҫитнине уявларӗҫ

Комсомольскинчи «Радуга» ача сачӗ уҫӑлнӑранапа кӑҫалхи ноябрь уйӑхӗнче 10 ҫул ҫитрӗ. Унтанпа шкул ҫулне ҫитмен ача-пӑча учрежденийӗнче ҫӗршер ачана воспитани панӑ, парттӑсем хушшине ларма хатӗрленӗ.

— Пирӗн кунта пӗчӗк шӑпӑрлансене кун каҫа пурӑнма, выляса савӑнма пур  услови те ҫителӗклӗ. Ачасем хӑйсене килти пек туйччӑр тесе воспитательсем те чунне парса тӑрӑшаҫҫӗ, шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа туса пыраҫҫӗ. Музыка тата физкультура залӗсем, интерактивлӑ класс, учитель-логопед класӗ тата ытти пӳлӗмсем ачасене тӗрлӗ енлӗ аталанма май параҫҫӗ, — палӑртрӗ ача сачӗн заведующийӗ А.Н.Албутова ҫак паллӑ кун ячӗпе иртнӗ савӑнӑҫлӑ мероприятире.

Юбилей ячӗпе салам сӑмахӗсемпе муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова, округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен советникӗ О.П.Григорьева, округ депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ В.Н.Кокарев, «Хлебозавод» ООО директорӗ Д.С.Галкин, округӑн вӗрентӳ пайӗн методисчӗ М.И.Салаева  тата ыттисем те тухса калаҫрӗҫ. Воспитательсене малашне те ачасене воспитани парас пархатарлӑ ӗҫре тӑрӑшса ӗҫлеме ӑнӑҫу сунчӗҫ. Уйрӑмах пултаруллӑ ӗҫченсем ҫак кун наградӑсене те тивӗҫрӗҫ.

Ача сачӗн воспитанникӗсем те парӑмра юлмарӗҫ. Пуҫтарӑннисем умӗнче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ, хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ шӑрантарчӗҫ, сӑвӑсем вуларӗҫ. Садике ҫӳресе илнӗ ӑсталӑха туллин кӑтартса пама тӑрӑшрӗҫ.

Ачасен ашшӗ-амӑшӗ ячӗпе попечительсен совечӗн председателӗ Н.А.Архипова сӑмах илчӗ. Садик ачасемшӗн иккӗмӗш кил  пулса тӑнине, вӗсем унта тӗрлӗ енлӗн аталанса ӳснине палӑртрӗ. Малашне те ӑнӑҫусем сунчӗ.

Вера Никифорова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *