Иртнӗ шӑматкун «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче 2013—2016 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫын ачасемпе хӗрачасем хушшинче ирӗклӗ майпа кӗрешессипе Д.Г.Гельметдинов фермер хуҫалӑхӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн уҫӑ турнир пулнӑ.
Турнира уҫма «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫне тӑвакан Валерий Денисов, турнир спонсорӗ Динар Гельметдинов, Станислав Григорьев тата сумлӑ ытти хӑнасем хутшӑннӑ. Вӗсем пурте ҫамрӑк кӗрешӳҫӗсене ӑмӑртура ӑнӑҫу суннӑ. Ҫавӑн пекех Станислав Григорьев Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи чи маттур кӗрешӳҫӗ- сене спорт форми парнеленӗ.
Ҫамрӑк спортсменсем хушшинчи тытӑҫусем хӗрӳ те кӑсӑклӑ иртнӗ. Хӗрачасем икӗ виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. 24 килограмлисем хушшинче Изабелла Суюкова 1-мӗш вырӑна тухнӑ, Кира Данилова — 2-мӗш вырӑнта. 28 кг виҫе категорийӗнче вара Вероника Герасимова ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ, иккӗмӗш вырӑн — Виталина Герасимован.
Арҫын ачасем сакӑр ушкӑнра чи вӑйли пулнине ҫирӗплетессишӗн кӗрешнӗ. 20, 22, 24, 28, 30, 36, 42, 45 килограмлӑ виҫе категорийӗсенче Надир Азизов, Арсений Прокопьев, Артур Алексеев, Риналь Ялаков, Степан Хораськин, Эмиль Ялаков, Савва Галкин тата Расул Калаков 1-мӗш вырӑна йышӑннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене пурне те грамотӑсемпе, медальсемпе чысланӑ тата укҫан хавхалантарнӑ.