Понедельник, 9 декабря

Компьютерпа ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ

Паянхи кун эпир телефонсемсӗр пурӑнаймастпӑр та пулӗ. Ватти- вӗтти унпа усӑ курать. Интернет та пирӗн пурнӑҫа анлӑн кӗрсе пырать. Ялта пурӑнакансем хушшинче  компьютер туянакансем те йышланаҫҫӗ.

Ҫамрӑксем ҫӗнӗ технологие хӑвӑрт алла илеҫҫӗ пулсан, аслӑрах ӳсӗмрисене  хӑнӑхма йывӑр-ха. Ҫакна шута илсе Анат Тимӗрчкасси ял библиотекинче аслӑрах ӳсӗмрисем валли компьютерпа усӑ курма хӑнӑхтармалли вӗрентӳ йӗркеленӗ. Малтанхи вӑхӑтра Любовь Филиппова вӗсене компьютера яма тата сӳнтерме хӑнӑхтарнӑ, клавишӑпа тата ытти пайӗ семпе паллаштарнӑ.

Компьютерпа ӗҫлеме пӗлни паянхи кун питӗ кирлӗ. Ҫӗршыври чылай пулӑшӑва халӗ электронлӑ майпа пурнӑҫлама ыйтаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та кун пек вӗрентӳсем йӗркелени паянхи куншӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *