Чечек ҫыххисем хунӑ

Вӑрӑ-хурахсене хирӗҫ кӗрешсе пуҫ хунӑ Петр Орловпа Борис Александров паттӑр милиционерсене асӑнса  Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче палӑк лартнӑ. Ӑна вырӑнти шкулта вӗренекенсем пӑхсах тӑраҫҫӗ.

Шалти ӗҫсен пайӗнче ӗҫлекенсен уявӗ ҫитнӗ ятпа ҫак кунсенче ветерансем, округри полици ӗҫченӗсем, вӗренекенсем палӑк умне чечек ҫыххисем хунӑ.

Митингра шалти ӗҫсен органӗсен ветеранӗсен округри председателӗ П.В.Лапшин, Тукай территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан С.В.Кондратьева, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн директорӗ А.С.Борисов сӑмах каланӑ, йӗркелӗхпе саккунлӑхшӑн пуҫ хунисене ӗмӗр асра тытмаллине палӑртнӑ. Кунтах ачасемпе ҫамрӑксене патриотизмла воспитани парас енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗленӗшӗн отставкӑри  В.Т.Павлов майора «За активную работу по патриотическому воспитанию» медаль парса чысланӑ. Ветерана малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *