Ноябрӗн 15-мӗшӗнче муниципаллӑ округра черетлӗ Информаци кунӗ иртет.
Унта ҫак ыйтусене пӑхса тухма палӑртнӑ: Чӑваш Республикинче медицина пулӑшӑвӗ парассин пахалӑхне ӳстерессине лайӑхлатасси ҫинчен; патшалӑх тата муниципаллӑ пулӑшусен порталӗн пӗрлехи сервисӗ ҫинчен; муниципаллӑ округ территорийӗнче пурнӑҫланакан патшалӑх (муниципаллӑ) программӑсем ҫинчен. Информаци кунӗнче граждансене хӑйсене интереслентерекен ыйтусемпе йышӑнӗҫ.