100 тӗпе яхӑн чӑрӑш лартнӑ

Тӑван ҫӗршывӑн пуласлӑхӗ хамӑртан килет.  Вӑрман хуҫалӑхӗн Федераллӑ агентствин пуҫарӑвӗпе Раҫҫейре вӑрмансене упрас тӗллевпе «Экологи» наци проекчӗн шайӗнче «Вӑрмана упрар» акци ирттереҫҫӗ.  Ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ пуҫарнӑ. Асӑннӑ акцин тӗллевӗ — ҫӗршыври вӑрман пуянлӑхне упрас, йывӑҫсем лартас ыйту  ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрасси.

Пирӗн тӑрӑхра йывӑҫ-тӗм лартасси яланах кирлӗ шайра пулнӑ, кӑҫал та ҫак ӗҫ малалла тӑсӑлать.  Акӑ, ҫак кунсенче Комсомольски тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин, депутатсем, хастарсем, волонтерсем тата муниципалитетӑн активлӑ гражданӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри «Вӑрмана упрар» акцие хутшӑннӑ. Вӗсем пӗрле тӑрӑшса ӗҫлесе Буденнӑй тӑкӑрлӑкӗнчи Ӑрусен паркӗн территорийӗнче 100 тӗпе яхӑн чӑрӑш лартса хӑварнӑ.

Хамӑрӑн ҫутҫанталӑк пуянлӑхне упраса, нумайлатса пыни тӗрӗс те вырӑнлӑ. Унсӑрӑн пулас ӑрусене мӗн парса хӑварӑпӑр?

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *