Маттур старостӑсене чысланӑ

Маттур старостӑсене чысланӑ

Паянхи кун территори уйрӑмӗсенче, унчченхи пек, вырӑнти депутатсем ҫук. Ҫавӑнпа та уйрӑмсен начальникӗсен ялта пӗр-пӗр ӗҫе пурнӑҫлас тесен  ытларах старостӑсемпе пӗрле татса пама тивет. Ҫавӑнпа та вӗсем ялта пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Иртнӗ эрнере Патӑрьелӗнче республикӑри кӑнтӑр енчи округсенчи старостӑсен 1-мӗш слечӗ пулса иртнӗ. Унта ялсен аталанӑвӗнче старостӑсен вырӑнӗ пирки калаҫу пынӑ. Уйрӑмах пултаруллисене наградӑсемпе чысланӑ. Вӗсем хушшинче  пирӗн округри Анатолий Дюкин, Никандр Ракчеев, Людмила Тихонова, Алена Маллина старостӑсем те пур. Вӗсене малашне те хӑйсен ӗҫӗнче ӑнӑҫусем  сунатпӑр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *