Канӑҫсӑрлантаракан ыйтусене сӳтсе явнӑ

Николай Раськин ӗҫлӗ визитпа Комсомольски территори уйрӑмӗн объекчӗсене ҫитсе курнӑ.

Николай Никандрович хӑйӗн кунне «Тав» ОООран пуҫланӑ. Компани пысӑк пахалӑхлӑ натураллӑ продукци туса кӑларассипе тимлет. Ҫак организаци пирӗн округра тата унӑн тулашӗнче те пахалӑхпа, шанчӑклӑхпа палӑрма ӗлкӗрнӗ. «Тав»ра пулнӑ май округ пуҫлӑхӗ предприятири ӗҫ-хӗлпе интересленнӗ, пахча ҫимӗҫе мӗнле суйласа илнипе, тасатнипе тата ятарлӑ оборудованипе типӗтнипе тӗплӗн паллашнӑ.

Ҫавӑн пекех Н.Н.Раськин компани ертӳҫипе В.П.Ермиловпа  актуаллӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ, ҫав шутра халӑха канӑҫсӑрлантаракан тӗп проблемӑсенчен пӗрне — шывпа тивӗҫтерессинчи кӑлтӑксене — ҫӗкленӗ. Муниципалитет ертӳҫи компани ертӳлӗхӗн шухӑшне тимлӗн итленӗ, ку ыйтӑва  татса пама мӗнле май пуррине пӗрле сӳтсе явнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *