Ӳркенмесен ял аталанать

Ӳркенмесен ял аталанать

Александр ОРЕШКИН, 

Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ:

— Пирӗн территори уйрӑмӗ Комсомольски муниципаллӑ округӗн кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ, Патӑрьел округӗпе чикӗленсе тӑрать. Территори уйрӑмне Аслӑ Ҫӗрпӳел, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел, Йӑвашкел, Тутар Йӑвашкел, Хирти Шӑхасан ялӗсем кӗреҫҫӗ.

Демографи лару-тӑрӑвне илес пулсан, вӑл ҫапларах. 2023 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне 558 хуҫалӑхра 1255 ҫын пурӑннӑ, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан 41 ҫын чакнӑ. Ҫав шутран 453 ҫын Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнче, 372-ӗн —  Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнче, 181-ӗн — Йӑвашкелӗнче, 65-шӗ — Тутар Йӑвашкелӗнче, 192-ӗн Хирти Шӑхасанта пурӑнаҫҫӗ. Иртнӗ ҫул 4 ача ҫуралнӑ, 28-ӑн ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Пӗтӗм халӑх шутӗнче пенсионерсем 36% йышӑнаҫҫӗ е 351 ҫын, ӗҫлекен тапхӑртисем 673-ӗн (54%), 18 ҫула ҫитменнисем —131 (10%).  Тивӗҫлӗ канурисенчен 138-шӗ — 80, 20-шӗ 90 ҫул урлӑ каҫнӑ.

Статистика ҫулсем иртнӗҫемӗн ял халӑхӗ выльӑх-чӗрлӗх тытасси чакса пынине кӑтартса парать. 558 хуҫалӑхран 235-ӗшӗнче кӑна, ку вӑл 42 процентпа танлашать, выльӑх усраҫҫӗ, 124 хуҫалӑхра чӑх-чӗп ҫеҫ, 199 хуҫалӑхра вара нимӗн те ҫук.

Ял тӑрӑхӗнче виҫӗ ял хуҫалӑх предприятийӗ — «Слава картофелю» агрофирмӑн Хирти Шӑхасанти уйрӑмӗ, «Сюрбеево» тата «Восход» ООО-сем — вырнаҫнӑ. Ҫавӑн пекех С.В.Любимова, О.Г.Кашкаров, В.Н.Казаков тата А.Ю.Орешкина хресченпе фермер хуҫалӑхӗсем те ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Территорире пушӑ выртакан ҫӗр лаптӑкӗсем ҫук. 2022 ҫулта хушма хуҫалӑх тытса пыма нумай ачаллӑ 5 ҫемьене ҫӗрпе тивӗҫтернӗ.

Муниципаллӑ пӗрлӗхсен тивӗҫӗ — ҫынсен пурнӑҫ условийӗсем лайӑхланччӑр, пур ҫӗрте те тирпей-илем хуҫалантӑр тесе йӗркелесе пырасси. Ку ӗҫре пире наци проекчӗсем, патшалӑх программисем чӑннипех те пысӑк пулӑшу  кӳреҫҫӗ. Акӑ, пирӗн округри ял ҫыннисем «Инициативлӑ бюджет» программин усӑлӑхне аванах туйса илме ӗлкӗрчӗҫ. Шӑп вӑл пулӑшнипе юлашки ҫулсенче ялсен сӑн-сӑпачӗ самаях лайӑх енне улшӑнчӗ. Урамсем хитреленсе, тирпейленсе, хӑтлӑланса пыраҫҫӗ.  

Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗ асӑннӑ программӑпа ҫулсеренех темиҫе проект пурнӑҫа кӗртет. Акӑ, иртнӗ ҫул курӑмлӑ 3 ӗҫ туса ирттертӗмӗр. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫурчӗ умӗнчи лаптӑка тирпей-илем кӗртнӗ: сцена тунӑ, ун умне, патне илсе пыракан ҫула брусчатка сарнӑ. Канма саксем вырнаҫтарнӑ, ҫӳп-ҫап валли урнӑсем лартнӑ, каҫхине кунта лампочкӑсем ҫутаҫҫӗ. Иккӗмӗш объекчӗ — Йӑвашкел ялӗнчи Николаев урамӗнчи ҫул. Ӑна юсаса вак чул сарнӑ, халь транспортшӑн та, ҫуран ҫӳрекенсемшӗн те йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑк хӑрушӑ мар. Шывпа тивӗҫтерессине лайӑхлатас тӗллевпе Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче скважина чавтарнӑ. Ҫак пысӑк ӗҫсене пурнӑҫлама пӗлтӗр пӗтӗмпе 1 млн та 853 пин тенкӗ укҫа тӑкакланӑ, вӑл шутран 1 млн та 113 пин тенкине республика хыснинчен уйӑрнӑ, 622 пин тенки — вырӑнти бюджетран, 117 пин тенкине халӑхран пуҫтарнӑ. 

2023 ҫула вара 8 проект йышӑннӑччӗ. Вӗсене пурнӑҫа кӗртсе  кашни яла кӗнӗ ҫӗре ял ячӗсене чӑвашла-вырӑсла ҫырса стелӑсем вырнаҫтарнӑ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел масарӗ патне кӗмелли ҫула вак чул сарнӑ. Йӑвашкел ялӗнчи Комсомольская урамран пуҫласа Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи Мирная, Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнчи Центральная урамсене вӗҫне ҫити кабель карнӑ, юпасем ҫине прожекторсем лартса тухнӑ. Хирти Шӑхасанти  ҫула вара клубран пуҫласа ял вӗҫне ҫити вак чул сарса тикӗсленӗ. Ҫавӑн пекех стадионти картана тытса ҫавӑрнӑ. Асӑннӑ ӗҫсене тунӑ ҫӗрте «Слава картофелю» агрофирмӑн Хирти Шӑхасанти уйрӑмӗ питӗ пысӑк пулӑшу кӳчӗ, пӗтӗмӗшле суммӑн 40 процентне хыврӗ, ҫакӑншӑн вӗсене ял-йыш пысӑк тав сӑмахӗ калать.

Асӑннӑ объектсемсӗр пуҫне, кӑҫалхи ҫул пирӗн территорире тата пысӑк виҫӗ объекта ҫӗнетсе хута яма май тупӑнчӗ. Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн врач амбулаторийӗн уйрӑмӗ уҫӑлчӗ, ӑна «Раҫҫей Федерацийӗнчи сывлӑх сыхлавӗн пӗрремӗш сыпӑкне модернизацилесси» регионти программа шайӗнче пурнӑҫланӑ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнче вара ялти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи спорт залне тӗпрен юсаса спортсменсене тренировкӑсем, ӑмӑртусем ирттерме хӑтлӑ условисем туса панӑ. ГТО нормативӗсене памалли оборудовани вырнаҫтарнӑ площадка хута кайрӗ, ӑна тума ЧР Спорт министерстви укҫа-тенкӗ уйӑрчӗ. Минтранс енӗпе вара Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнчи Больничная урамри ҫула вак чул сарнӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи культура ҫурчӗпе спортзала ҫутҫанталӑк газӗпе хутса ӑшӑтмалла тӑвасшӑн, килес ҫул муниципаллӑ пушар чаҫӗн ҫуртне те «кӑвак ҫулӑм» ҫине куҫарасшӑн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *