Уяв та, чыслав та

Чӑваш Республикинчи потребительсен кооперацийӗ 130 ҫула ҫитрӗ. Ҫав ятпа тӗп хулари                   Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче савӑнӑҫлӑ пуху пулчӗ. Организацире ӗҫлекенсене ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Центросоюз правленийӗн председателӗ Мария Бекетова, Чӑвашпотребсоюз ертӳҫи Валерий Павлов, Атӑлҫи федераллӑ округӗнчи регионсен потребсоюзӗсен ертӳҫисем саламларӗҫ. Ӗҫре пултаруллисене патшалӑх наградисене пачӗҫ.

Савӑнӑҫлӑ мероприятие Комсомольски округӗн делегацийӗ, суту-илӳ ветеранӗсем хутшӑнчӗҫ. Пысӑк наградӑсене тивӗҫнисем хушшинче пирӗн ентешсем те пулчӗҫ. Акӑ, «Мир продуктов» магазин заведующине Валентина Тарасовӑна Раҫҫей Федерацийӗн Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотине парса чысларӗҫ. Суту-илӳ ҫурчӗн директорӗ Ирина Кочанова вара «Ҫамрӑксен наставникӗ» Диплома тивӗҫрӗ.

Чӑваш Енри кооператорсене «Ҫеҫпӗл», «Ҫавал» вокалпа инструментсен ансамблӗсем, ытти коллективсем илемлӗ юрӑ-ташӑ парнелерӗҫ. Пирӗн ентеш Марина Волкова сцена ҫине «Я – русский» юрӑпа тухсан вара залри халӑх ура ҫине тӑрса итлерӗ, чылайччен алӑ ҫупрӗ.

Чӑвашпотребсоюзӑн сумлӑ юбилейӗ ҫитнӗ май унӑн историне те кӑштах аса илсе хӑварас килет. Чӑваш Енре пирвайхи потребительсен пӗрлӗхӗ Улатӑр хулинче, чукун ҫул мастерскойӗ сенче, ҫуралнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулӗсенче вара Комсомольски районӗнче чи малтан Аслӑ Каҫал, Хирти Сӗнтӗр, Аслӑ Чурачӑк сельповӗсем йӗркеленнӗ. 1939 ҫулччен  сельпосене райпотребсоюз пӗрлештерсе тӑнӑ, ун хыҫҫӑн вара ӑна кӗскен райпо тесе калама тытӑннӑ.

Паян Комсомольски райповӗ — куллен аталанса пыракан, финанс тӗлӗшӗнчен ура ҫинче ҫирӗп тӑракан предприяти. Вӑл нумай ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерсе тӑрать.

Суту-илӳпе, обществӑлла апатланупа, хатӗрлев ӗҫӗ-хӗлӗпе, вырӑнти халӑха тӳ-левлӗ пулӑшусем парассипе, ҫынсене кирлӗ таварсем кӑларассипе ӗҫлет. Райпо ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене, пайщиксемпе тавар туянакансене паллӑ юбилей ячӗпе саламлатӑп.

Светлана КОКОРЕВА,

коопераци ветеранӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *