Чирлӗ, ватӑ, халсӑр ҫынсене килтен тухса ҫӳресси шутсӑр йывӑр. Сывлӑхне тӗрӗслеттерме больницӑна ҫитсе килме пушшех те кансӗр. Ҫакна шута илсе Чӑваш Ен Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин «Комсомольскинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ» бюджет учрежденийӗ ҫумӗнче ятарласа мобильлӗ бригада йӗркеленӗ.
«Демография» наци тата «Аслӑ ӑру» регион проекчӗсене пурнӑҫласа Комсомольскинчи социаллӑ центрӑн васкавлӑ социаллӑ ыйтусене тивӗҫтерекен уйрӑмӗнче ял хутлӑхӗнче пурӑнакан 65 ҫултан аслӑрах ҫынсене медучрежденисене илсе ҫитерекен мобильлӗ бригада хастар ӗҫлет. Ҫак кунсенче мобильлӗ бригада Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакан ватӑ 3 ҫынна Комсомольски тӗп больницине флюорографи тухма илсе кайса килнӗ.
Вӑхӑтра медицина тишкерӗвӗсем витӗр тухни чирсене малтанхи тапхӑртах тупса палӑртма, ҫийӗнчех профилактика тума пулӑшать, аслӑ ӑрӑвӑн хастар пурнӑҫӗн вӑрӑмлӑхне ӳстерет.
Ҫула тухнӑ май социаллӑ центр специалисчӗ Ольга Бугровская ватӑ граждансене регистратурӑран карточкӑсем илме, кабинетсем тӑрӑх ҫӳреме пулӑшнӑ.
Сентябрь уйӑхӗнче мобильлӗ бригада аслӑ ҫулсенчи 11 ҫынна район больницине ҫитсе килме пулӑшу кӳнӗ.
«Автотранспорт уйӑрса панӑшӑн социаллӑ центра тав тӑватпӑр. Ҫакӑ больницӑпа кил хушшинчи пирӗн ҫула кӗскетрӗ, меллӗ те хӑтлӑ пулчӗ», — тав тӑвать пулӑшупа усӑ курнӑ, Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакан Римма Семеновна Суратова.