Пурнӑҫ мӗнле пуласси хамӑртан килет

Пӗтӗм Раҫҫейри инвалидсен обществин округри пуҫламӑш организацийӗ пирӗн тӑрӑхра пурӑнакан 600 ытла инвалида пӗрлештерсе тӑрать. Иртнӗ ҫул пуҫламӑшӗнче унӑн ертӳҫи пулма Алексей Анатольевич Гаврилова суйланӑ. Ҫӗнӗ ӗҫе ҫанӑ тавӑрсах пикеннӗ вӑл. Малтанах ӑна республикӑри ӗҫтешӗсемпе пӗрле Мускав облаҫӗнчи Пушкино хулинче ирӗклӗ сертификаци тытӑмӗн программипе «Мир, доступный для всех» семинара хутшӑнма тӳр килнӗ. Унта ирттернӗ пилӗк кун асӗнче чылайлӑха юлнӑ. Ахаль чухне таҫтах тухса ҫӳременскершӗн хамӑр республикӑри ӗҫтешӗсемпе хутшӑнни, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашни кӑмӑлне кайнӑ, хавхалантарнӑ. Семинарти занятисенче обществӑлла ӗҫре кирлӗ пулакан ӑслайсемпе пуянланнӑ, кунсӑр пуҫне паллӑ вырӑнсенче экскурсире те пулма май килнӗ.

Алексей Шурут ялӗнче Гавриловсен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Унӑн аппӑшӗ Света тата йӑмӑкӗ Алевтина пур. Ҫемье пуҫӗ Анатолий Михайлович ялти вӑтам шкулта ӗҫ урокӗсене ертсе пынӑ, мӑшӑрӗ Антонина Васильевна вара «Урожай» кохозра бухгалтерта тӑрӑшнӑ, халӗ иккӗшӗ те тивӗҫлӗ канура ӗнтӗ. Хӗрӗсем мӑшӑр ҫунат хушса килӗнчен тухса кайнӑ. Шел пулин те, ача чухне пулса иртнӗ пӑтӑрмахра Алешӑн аллипе ури айӑпланса юлнӑ. Таҫта ҫитсен те, темле сипленсен те инкек хӑйӗн йӗрне ӗмӗрлӗхех хӑварнӑ, ҫакӑ унӑн пурнӑҫне пӗтӗмпех тепӗр майлӑ ҫавӑрса янӑ. Алексей ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле пурӑнать, вӗсем пӗр-пӗриншӗн шанчӑк та, тӗрек те пулса тӑраҫҫӗ. Ҫемье выльӑх-чӗрлӗх йышлӑ усрать, хурт-хӑмӑр тытать, пур ӗҫе те ашшӗ-амӑшӗпе ывӑлӗ пӗрле пурнӑҫлаҫҫӗ.

Алексей Гавриловӑн яланах мӗн те пулин ҫӗннине пӗлес, хӑй аллипе тума хӑнӑхас,  вӗренес килет. Вӑтам шкул пӗтерсен каччӑ Шупашкарти 1-мӗш професси лицейӗнче радиоаппаратура приборӗсене юсама вӗреннӗ, унтах товаровед-бухгалтер профессине те алла илнӗ. Шупашкарти культура училищинче библиотекаре, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче куҫӑн мар майпа филологи факультетӗнче пӗлӳ пухнӑ.

Пӗртте ахаль ларма хӑнӑхманскер, хӑйӗн пултарулӑхне тӗрлӗ енлӗ аталантарма тӑрӑшать арҫын. Вӑл спортпа питӗ туслӑ, шашка-шахматла, теннисла выляма юратать, ҫуран чупать. Хамӑр округра ирттерекен ӑмӑртусене хутшӑнса хӑйӗн вӑйне тӗрӗслет. Кӑҫалхи июнь уйӑхӗнче, Раҫҫейри инвалидсен обществине туса хунӑранпа 35 ҫул ҫитнӗ ятпа Шупашкарта йӗркеленӗ ӑмӑртусенче, чупассипе  вӑл 4-мӗш, теннис вӑййинче 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Кунсӑр пуҫне, Алексей сӑнӳкерчӗксем тӑвассипе интересленет. Раҫҫейри инвалидсен обществин регионти уйрӑмӗ ирттернӗ «Творчество без границ» республикӑри конкурса «Поверить в себя» номинацире хутшӑнса инвалидсен пурнӑҫне ҫутатса паракан фотографипе Алексей Анатольевич пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Аппликацисем тӑвасси патне те туртӑм пур унӑн. Ҫавӑн пекех уявсенче, смотрсенче сцена ҫине тухса юрлама хирӗҫ мар. Вӑл Раҫҫей социаллӑ фончӗн округри клиент служби ҫумӗнчи «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрӗнчи мероприятисене те кӑмӑлласах ҫӳрет. «ВКонтакте» соцсетьре хӑйӗн страници пур, унта тӗрлӗ хыпарсем, сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарать. Ҫавӑн пекех интернет уҫлӑхӗнче  кирек кампа та хутшӑнма май пур.

«Инвалидлӑх приговор мар, пурнӑҫ мӗнле пуласси пӗтӗмпех ҫынран хӑйӗнчен килет», — тесе шутлать Алексей. Ҫавӑнпа паянхи кунпа киленме, ҫӗнӗлӗхсемпе кӑсӑкланма, юлташӗсемпе хутшӑнма тӑрӑшать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *