Ҫуралакансем сахалрах, вилекен йышлӑ

Ҫуралакансем сахалрах, вилекен йышлӑ

Кӑҫалхи январь — сентябрь уйӑхӗсенче Комсомольски муниципаллӑ округӗнче граждансен тӑрӑмӗн 437 актне ҫырнӑ, 2022 ҫулти асӑннӑ тапхӑрта актсен шучӗ 497 пулнӑ.

Тӑхӑр уйӑхра ҫут тӗнчене 95 ача килнӗ (2022 ҫ. — 122). Ҫуралнисенчен 48-шӗ — арҫын ачасем, 47-шӗ – хӗрачасем. 22 ҫемьере пӗрремӗш пепке ҫуралнӑ. 28 мӑшӑр вара иккӗмӗш ачине алла илнӗ. Виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача 45 ҫемьере кун ҫути курнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ тӗпренчӗкӗсем валли илемлӗ, янравлӑ ятсем параҫҫӗ — Егор, Адель, Иван, Карим, Аиша, Алиса, Самина, Майя тата Амиля. 8 ачан ашшӗ камне палӑртнӑ.

Ҫак тапхӑрта 48 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнине регистрациленӗ. Уйрӑлакансем те сахалах мар — 44 ҫемье арканнӑ. Ҫав шутран 38 мӑшӑр суд йышӑнӑвӗпе уйрӑлнӑ, улттӑшӗ — пӗр-пӗринпе килӗшсе.

Вилнисен шучӗ пӗлтӗрхинчен сахалрах, округра  пӗтӗмпе 230 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ (2022 ҫ. — 253).  129 арҫынпа 101 хӗрарӑм вилнӗ.

Ольга ФЕДОТОВА,

ЗАГС пайӗн заведующийӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *