Пысӑк  хак панӑ

Пирӗн округри «Кооператор» ООО туса кӑларакан продукци хамӑр тӑрӑхри суту-илӳ предприятийӗсенче ҫеҫ мар, ҫӗршывӑн ытти регионӗсене те саланать. Тавар туянакансем вӗсем пахалӑх енчен лайӑх пулнине палӑртаҫҫӗ.

Предприяти хӑйӗн продукцийӗпе ҫӗршыв шайӗнчи выставкӑсемпе фестивальсене те тӑтӑшах хутшӑнать. Хутшӑнать ҫеҫ мар, наградӑсене те тивӗҫет. Кӑҫал та «Кооператор» ООО хатӗрлекен продукцие Пӗтӗм Раҫҫейри «Золотая осень — 2023» XXV агропромышленность выставкинче пысӑк хак панӑ. Вӗсем туса кӑларакан «Лимонад Мохито» тутлӑ шыв кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.  Тӳрремӗн юхтарса хатӗрлекен «Яблочный» сок вара ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

— Ку сӗткен производствине эпир 2017 ҫултах пуҫланӑ. Ун валли ятарлӑ оборудовани туяннӑ. Унтанпа эпир хатӗрлекен продукцие ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче тутанса пӑхма пултарчӗҫ. Вӗсене сок пахалӑх енчен кӑмӑлӗсене кайнине палӑртаҫҫӗ, — каласа парать  предприяти ертӳҫи А.В.Краснова.

Кун пек наградӑсем предприятишӗн пӗрремӗш мар. Апла пулсан кунта тӑрӑшакансем чӑннипех те рынок экономики вӑхӑтӗнче конкуренцие хирӗҫ тӑма пултаракан продукци кӑлараҫҫӗ. Малашне те вӗсене  ӑнӑҫу сунатпӑр, тавар туянакансене пахалӑхлӑ продукципе тивӗҫтерессе шанса тӑратпӑр.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *