Ырӑпа ҫеҫ аса илнӗ

Октябрӗн 6-мӗшӗнче Комсомольскинчи тӗп больницӑра нумай ҫул медицина ӗҫченӗ пулса тӑрӑшнӑ А.Т.Драндрова 100 ҫул тултарнине савӑнӑҫлӑн паллӑ тунӑ.

Анна Тимофеевна  1923 ҫулхи октябрӗн 6-мӗшӗнче Тутар республикине кӗрекен Терпит ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1940 ҫулта Канашри медицина училищине вӗренсе пӗтернӗ. 17 ҫулхи хӗрӗн мирлӗ халӑха пулӑшу парас енӗпе тӑрӑшас тӗллевӗсем пысӑк пулнӑ ӗнтӗ. Вӑл Тутарстанри Педберозовка районӗнче ӗҫлеме пуҫлать. 1941 ҫулта Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ тытӑнать. Ҫамрӑк хӗр  фронта тухса каять. Ҫӗнтерӳ ҫитиччен вӑрҫӑ вучӗ алхасакан чылай вырӑнта пулса салтаксене пӗрремӗш пулӑшу парса вилӗм аллинчен туртса кӑларма пултарать. Ахальтен мар ӗнтӗ вӑл ҫапӑҫусем пынӑ вӑхӑтри хӑюллӑхшӑн Отечественнӑй вӑрҫӑ орденне, медальсене, Тав хучӗсене тивӗҫнӗ.А.Драндрова Комсомольскинчи тӗп больницӑра 1949 ҫулта ӗҫлеме пуҫлать. Кунта 40 ытла ҫул тӑрӑшса вӑл ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Пултаруллӑ, хӑй ӗҫне лайӑх пӗлекенскере коллективра та хисепленӗ. Чирлисем те ун ячӗпе ӑшӑ сӑмахсем нумай каланӑ.

Мӑшӑрӗпе, Леонид Андреевичпа вӗсем икӗ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Вӗсене чӑннипех те ҫӗршывшӑн усӑллӑ ҫынсем туса ҫитӗнтернӗ. Герольд Леонидович — педагогика наукисен докторӗ, Геннадий Леонидович — медицина наукисен кандидачӗ. Анна Тимофеевнӑн мӑнукӗсемпе мӑн мӑнукӗсем те аслӑ пӗлӳ илнӗ. Вӗрентекенсем те, журналистсем те, наука ҫыннисем те, паллах, медицина ӗҫченӗсем те  пур вӗсен хушшинче. Драндровсен ҫемье династийӗ малалла тӑсӑлать.

Анна Тимофеевна халӗ пирӗн хушӑра ҫук ӗнтӗ. Унӑн ырӑ та пархатарлӑ ӗҫӗсем манӑҫмаҫҫӗ. Тӗп больница ветеранӗсем, А.Драндровӑпа пӗрле ӗҫленӗ М.И.Федорова, Т.С.Тимергалеева тата ыттисем те ун ҫинчен аса илсе калаҫнӑ. Мероприятие тӗп врач И.И.Ефремова ертсе пынӑ. Ун ӗҫне округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ Н.А.Комиссарова хутшӑннӑ, сӑмах каланӑ. Амӑшӗ, асламӑшӗ пирки ывӑлӗсем те, мӑнукӗсем те, тӑванӗсем те  ырӑпа аса илнӗ.

Округри кашни коллективрах хӑйсен хастар ӗҫӗпе ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ ҫынсем сахал мар. Вӗсен ячӗсене асра тытни пархатарлӑ утӑм. Вӗсем хӑйсен вӑхӑтӗнче пуласлӑхшӑн, апла пулсан хальхи вӑхӑтшӑн ӗҫленӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *