Ачасене вулама: ҫырма в.рентн.: ырӑ ҫул пиллен.

Ачасене вулама: ҫырма в.рентн.: ырӑ ҫул пиллен.

Валентина Петровна Корытникова

Вӑл Канаш районӗнчи Ачакасси ялӗнче 1920 ҫулта ҫуралнӑ. Канашри педагогика училищине вӗренсе пӗтернӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннӑ. Чылай наградӑна тивӗҫнӗ. Ачасене вӗрентес ӗҫе вӑрҫӑ умӗнех пуҫланӑ. 1948-1977 ҫулсенче Шурут ялӗнчи шкулта вӑй хунӑ. Хастар ӗҫшӗн  1952 ҫулта «Халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ», 1962 ҫулта «Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ учителӗ», 1970 ҫулта «РСФСР тава тивӗҫлӗ учителӗ» хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ.

Варвара Константиновна Печникова

 Вӑл  Елчӗк районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче 1891 ҫулта ҫуралнӑ. 1911 ҫултан ачасене вӗрентме  пуҫланӑ. 1924—1950 ҫулсенче Тукай ялӗнчи шкулта ӗҫленӗ. «РСФСР тава тивӗҫлӗ учителӗ» хисеплӗ ята вӑл 1940 ҫулта тивӗҫнӗ.

Ачасене тарӑн пӗлӳ тата тивӗҫлӗ воспитани парас енӗпе нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшнӑшӑн Клавдия Петровна Абукинана (Кивӗ Сӗнтӗр), Клавдия Николаевна Акчуринана (Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел), Анисия Константиновна Алексеевӑна (Шурут), Фердана Зиннетовна Алиулловӑна (Хирти Явӑш), Нина Григорьевна Архиповӑна (Асанкасси), Васиме Мулламухаметовна Ахметшинана (Урмаел), Нина Степановна Браницинӑна (Кӗҫӗн Каҫал), Елена Флегентовна Васильевӑна (Ҫӗнӗ Кипеҫ), Алексей Федорович Волкова (Нӗркеҫ), Константин Васильевич Волкова (Луцки), Мария Васильевна Глуховӑна (Комсомольски), Герман Гаврилович Голландцева (Хырай Ӗнел), Фаина Васильевна Голанцевӑна (Хирти Сӗнтӗр), Федр Яковлевич Григорьева (Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел), Клавдия Владимировна Жестянкинӑна (Ҫӗнӗ Мӑрат), Александр Васильевич Карасева (Александровка), Иван Степанович Кириллова (Анат Тимӗрчкасси), Григорий Константинович Константинова (Аслӑ Чурачӑк), Анна Павловна Кокоревӑна (Комсомольски), Валентина Петровна Корытниковӑна (Шурут), Николай Дмитриевич Краснова (Хырай Ӗнел), Галина Сергеевна Мархунова (Кӗҫӗн Каҫал), Агриппина Матвеевна  Матвеевӑна (Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел), Галия Габбасовна Мингалеевӑна (Тукай Мишер), Васса Федоровна Морозовӑна (Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел), Николай Федорович Мурзаева  (Тӑманлӑ Выҫли), Парасковья Ивановна Павловӑна (Тӑманлӑ Выҫли), Галина Петровна Петровӑна (Хырай Ӗнел), Николай Дмитриевич Петрова (Анат Тимӗрчкасси), Хария Вильдяновна Сахровӑна (Урмаел), Тамара Григорьевна Синицынана (Аслӑ Чурачӑк), Николай Павлович Счетчикова (Кӗҫӗн Каҫал), Любовь Васильевна Удинана (Комсомольски), Александр Петрович Шатилова (Хирти Сӗнтӗр), Минач Ямалетдинович Ямалетдинова «Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ учителӗ» хисеплӗ ят панӑ.

1990 ҫул хыҫҫӑн пултаруллӑ вӗрентекенсене «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ» хисеплӗ ят пама пуҫланӑ. Ӑна Зоя Маркеловна Быкова (Комсомольски), Валерий Федорович Волков (Хырай Ӗнел), Татьяна Ивановна Волкова (Александровка), Анна Тимофеевна Ежергина (Анат Тимӗрчкасси), Зинаида Васильевна Емельянова (Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел), Нина Яковлевна Зайцева (Хырай Ӗнел), Галина Андреевна Мамуткина (Комсомольски), Геннадий Николаевич Петухов (Асанкасси), Петр Егорович Рыжов (Йӑлмахва), Рашид Рахимзянович Самкин (Урмаел), Альбина Григорьевна Терентьева (Комсомольски), Антонина Николаевна Титова (Комсомольски) тата ыттисем те тивӗҫнӗ.  Пирӗн округра ӗҫлесе «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ» ята тивӗҫнисенчен кам та                         пулсан аса  илмесӗр сиксе юлнӑ пулсан вӗсем ҫинчен тӗплӗнрех ҫырса яма ыйтатпӑр. Аса илтеретпӗр, «Каҫал ен» хаҫат редакцийӗ Педагог тата наставник ҫулталӑкӗ ячӗпе вӗрентекенсем ҫинчен ҫырнӑ статьясен конкурсӗ ирттерет. Вӑл ҫулталӑк вӗҫлениччен пырать. Сиртен пултаруллӑ та хастар вӗрентекенсем пирки хатӗрленӗ материалсем кӗтетпӗр.   Вӗсене электронлӑ почта урлӑ   kasal1971@rambler.ru адреспа ярса пама пултаратӑр.

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтерӳ тунӑранпа 85 ҫул ҫывхарать. Унччен вӑхӑт икӗ ҫултан та чакрӗ. Пирӗн районти шкулсенче ачасене пӗлӳ парас тесе вӑрҫӑ ветеранӗсем те тӑрӑшнӑ. Вӗсем вут-ҫулӑм витӗр тухсан та кӑмӑл-туйӑмпа чурӑсланман, пӗтӗм кӑмӑлтан вӗренекенсене тарӑн пӗлӳ парас тесе вӑй хунӑ. Вӑрҫӑ ветеранӗсем ялти чи йывӑр вӑхӑтсенче ӗҫленӗ, чылай ҫыншӑн тӗслӗх пулса тӑнӑ. Халӗ вӗсем пирӗн хушӑра   ҫук пулсан та ячӗсене манса      каймалла мар. Учитель-фронтовиксен кӗске биографийӗсемпе паллашар-ха.

Мария Ивановна Абанина (1918—1994 ҫ.ҫ.)

Александровка ялӗнче ҫуралнӑ. 1937 ҫулта Канашри педагогика училищине пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн  1943 ҫулччен Александровка пуҫламӑш шкулӗнче кӗҫӗн классене вӗрентнӗ. Вӑрҫӑра ҫыхӑнуҫӑ пулнӑ. 1945 ҫулта яла таврӑнсан 1973 ҫулччен ялти шкулта ӗҫленӗ. Ӑна Отечественнӑй вӑрҫӑ орденӗн   II степенӗпе, медальсемпе наградӑланӑ.

Василий Григорьевич Аксаков (1925—1992 ҫ.ҫ.)

 Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнче ҫуралнӑ. 1942 ҫулта вӑрҫа тухса кайнӑ, ҫартан 1950 ҫулта анчах таврӑннӑ. Ҫапӑҫусенчи паттӑрлӑхшӑн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр ордена, Отечественнӑй вӑрҫӑ орденӗн II степенне, медальсене тивӗҫнӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ. Хирти Сӗнтӗр, Нӗркеҫ, Хирти Мӑнтӑр, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел шкулӗсенче ӗҫленӗ.

Мария Аркадьевна Андреева (1924—2008)

Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ. 1942—1945 ҫулсенче вӑрҫӑра пулнӑ. 1947—1977 ҫулсенче Хирти Явӑш ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулӗнче истори предметне вӗрентнӗ. Отечественнӑй вӑрҫӑ орденӗн II степенне, медальсене, РСФСР ҫут ӗҫ министерствин Хисеп грамотине илме тивӗҫ пулнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *