Воскресенье, 19 мая

Савӑнӑҫлӑ каҫ йӗркелерӗмӗр

Вӗрентекен хулара та, ялта та чи кирлӗ  профессисенчен пӗри. Ҫак ӗҫе суйласа илнисем кашниех хисепе тивӗҫлӗ. Вӗсем шкула килнӗ ачасене тарӑн пӗлӳ парса пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине кӑлараҫҫӗ.

Нумаях пулмасть Аслӑ Ҫӗрпӳел ял библиотекинче Педагог тата наставник ҫулталӑкне халалласа «С улыбкой по жизни» кану каҫӗ ирттертӗмӗр. Унта хӑйсен пӗтӗм пурнӑҫне ачасене вӗрентес ӗҫе панӑ ялти учитель-ветерансене те чӗнтӗмӗр. Зинаида Васильевна Емельянова, Елена Александровна Щетинкина, Зоя Витальевна Яковлева, Александра Дмитриевна Соловьева шкулта вӑй хурса ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Вӗсем хӑйсен сӑмахӗсенче шкул, ачасен пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ самантсене аса илчӗҫ.

Маргарита Григорьева, Елена Акчурина, Галина Родионова педагогсен ячӗпе ҫепӗҫ юрӑсем шӑрантарчӗҫ.

Савӑнӑҫлӑ каҫа округ депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Александр Тихонов, Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ Александр Орешкин хутшӑнчӗҫ. Хисеплӗ учительсене тав туса Вӗрентекен кунӗ ячӗпе саламларӗҫ.

Пирӗн хамӑра вулама, ҫырма, шутлама вӗрентнӗ, пӗлӳ тӗнчине илсе кӗнӗ вӗрентекенсене манмалла мар, асра тытса хисеплемелле. Ҫак тӗп шухӑш палӑрчӗ савӑнӑҫлӑ каҫра.

Галина Родионова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *