Ҫӗре юратса тӑрӑшать, ашшӗн ҫулне малалла тӑсать

Ялти арҫын ачасенчен чылайӑшӗ пӗчӗкрен техника патне туртӑннӑ. Ҫуллахи каникул кунӗсенче тракторист е комбайнер пулӑшаканӗ пулса ӗҫленисенчен пурте тенӗ пекех ӳссен пурнӑҫне ялпа, колхоз производствипе ҫыхӑнтарнӑ.

Кивӗ Сӗнтӗрти Александр Безрукинӑн ашшӗ механизатор, комбайнер пулнӑ та, ҫамрӑкранах арҫын ача ун ҫумӗнче тӑрмашнӑ. «Ҫу кунӗсенче чӑнах та атте ҫумӗнчен кайман. Кашни ҫулах «хир карапӗпе» тырӑ вырнӑ. Трактор юсанӑ чухне пӗр-пӗр ключ илсе пани те пулӑшу пекех туйӑнатчӗ. Ӳсерехпе руль тытма та шанатчӗ», — тет вӑл. Ашшӗ, Иван Степанович, «Россия» колхозри ӑста механизаторсенчен пӗри пулнӑ. Вырма вӑхӑтӗнче район шайӗнче те пӗрре мар палӑрнӑ. Ҫамрӑк Саша унран нумай вӗренсе пынӑ. Ҫакӑ ӑна кайран хӑй трактористра ӗҫленӗ вӑхӑтра чӑннипех пулӑшнӑ.

Александр Безрукин Хырай  Ӗнел вӑтам шкулӗнче ӑс пухнӑ вӑхӑтра «Трактор» предметне тӑрӑшса вӗреннӗ.  Шкултанах машинист-тракторист правине илсе тухнӑ. «Россия» колхоз правленийӗ ӑна электриксем хатӗрлекен курса вӗренме янӑ. Кӗҫех йӗкӗтӗн салтак тумӗ тӑхӑнма та вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫар служби ӑна Афганистан ҫӗрӗ ҫине  илсе ҫитернӗ. Мӗн пӗчӗкрен яваплӑха туйса ӳснӗ каччӑ интернационалла тивӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ.

Салтакран таврӑнсан ӑна хула пурнӑҫӗ илӗртмен, Саша тӑван ялтах юлнӑ. «Россия» колхозра электрикре ӗҫлеме пуҫланӑ. 1990 ҫулсенче ҫӗршывра улшӑнусем чылай пулса иртрӗҫ. Темиҫе яла пӗрлештерсе тӑнӑ «Россия» колхоз та саланса  хуҫалӑхсене пайланчӗ. Кивӗсӗнтӗрсем те уйрӑлса тухса «Правда» ял хуҫалӑх кооперативӗ туса хучӗҫ. Александр Ивановича тӑван ялӗнче трактор шанса панӑ. Унпа вӑл хуҫалӑхри пур ӗҫсене те хутшӑннӑ. Тырпул пиҫсе ҫитсен комбайн ҫине ларнӑ. Шкул ҫулӗсенчех ашшӗ ҫумӗнче «хир карапӗпе» ӗҫленӗскер, вырма вӑхӑтӗнче пултарулӑхпа палӑрса тӑнӑ. Мӗн акнине вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пуҫтарса илес тесе вӑй хунӑ. Ялти трактористӑн ҫулталӑк тӑршшӗпех ӗҫ пулнӑ.  Кирек  ӑҫта тӑрӑшсан та, мӗн хушнине тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ вӑл. Шел пулин те, «Правда» хуҫалӑх саланса кайнӑ. Пултаруллӑ та ӑста механизатора кӳршӗри «Искра» колхозра хапӑлласах ӗҫе йышӑннӑ. Кунта вӑл вунӑ ҫул ытла тӑрӑшать. Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсенче акнӑ ҫӗрте ӗҫлет. Утҫи пуҫлансан преслакан агрегат кӑкарса хире тухать. Иртнӗ ҫул кукуруза пуҫтарса кӗртнӗ ҫӗрте те тӑрӑшнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, правлени хушнине пахалӑхлӑ пурнӑҫлать.

Эпӗ унпа кӑҫал хирте дисклӑ сӳрепе ӗҫленӗ вӑхӑтра тӗл пулса калаҫрӑм. Александр Иванович пикенсех кӗр тыррисем акма ҫӗр хатӗрлетчӗ.

— Пире ҫамрӑклах опытлӑ механизаторсем ҫӗре юратма, ӑна хисеплеме вӗрентнӗ. Вӗсен халалне тытса пыратпӑр. Ҫӗр — пысӑк пуянлӑх. Вӑл ҫынсене  тӑрантарать, ҫавӑнпа та унпа пӗлсе, юратса ӗҫлемелле. Хӑйне хисеплесен ҫеҫ  пысӑк тухӑҫпа савӑнтарать, — тет  А.Безрукин тракторист.

Вӑл ашшӗн механизатор ҫулне малалалла тӑсать. Хиртен тухӑҫлӑ продукци илес тесе тӑрӑшать.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *