Пур ӗҫре те пултаруллӑ

Мингазым Гильметдинович Шарафутдинов 1949 ҫулта Кайнлӑк ялӗнче ҫуралнӑ. Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнче сакӑр класс вӗреннӗ. Йӑлмахвари каҫхи шкула ҫӳресе вӑтам пӗлӳ илнӗ. Вӑхӑт ҫитсен  вӑл ытти юлташӗсемпе пӗрле салтак атти тӑхӑннӑ, 1969—1971 ҫулсенче службӑра тӑнӑ.

Мингазым Гильметдинович 1979 ҫулта Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтне пӗтернӗ, агроном специальноҫне алла илнӗ. Ун хыҫҫӑн М.Г. Шарафутдинов «Знамя» колхозра склад заведующийӗнче тӑрӑшнӑ, эрозипе хирӗҫ кӗрешес енӗпе нумай ӗҫ тунӑ.  

1986 ҫулта Хусанти педагогика институтӗнче тепӗр аслӑ пӗлӳ илнӗ. Кайнлӑкри шкулта кӗҫӗн классене, Йӑлмахва шкулӗнче хими, биологи предмечӗсене вӗрентнӗ, директор ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.

Кирек мӗн каласан та, ял ҫыннишӗн ҫӗр ӗҫӗ ҫывӑхрах ҫав ӗнтӗ. М.Шарафутдинов районта пуҫласа хресченпе фермер хуҫалӑхӗ йӗркелекенсен шутӗнче пулнӑ. 1996 ҫулта «Кызыл сабанча» фермер хуҫалӑхӗн тилхепине алла тытнӑ, 2002—2018 ҫулсенче «Дубрава» ял хуҫалӑх кооперативӗн ертӳҫинче те вӑй хунӑ. Ҫак хуҫалӑхсене харӑс ертсе пыма ҫӑмӑлах килмен, яланах тавҫӑрулӑх, пултарулӑх, чӑтӑмлӑх кирлӗ пулнӑ. Кашни ҫулах ҫуркунне хирсене вӑхӑтра акса хӑварнӑ, кӗркунне пухса кӗртнӗ. Пуҫтарса илнӗ тухӑҫ савӑнтарнӑ — ҫулталӑк тӑршшӗпе усӑллӑ ӗҫлени куҫ умӗнче. Ҫавӑн пекех выльӑх-чӗрлӗх усрасси ҫине тимлӗх уйӑрнӑ, сӗт сӑвӑмӗ кашни ҫулах ӳссе пынӑ. Техника паркне те май пур таран ҫӗнетнӗ.

Мингазым Гильметдинович — чӑннипех те пултаруллӑ  ҫын, пӗр вӑхӑтрах темиҫе ӗҫпе ӗҫлесе ӗлкӗрнӗ. Ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ та пуҫаруллӑскер, 2008-2012 ҫулсенче «Комсомольские овощи» агрофирма ертӳҫи те пулса ӗҫленӗ. 2003 ҫултан пуҫласа паянхи кунччен «ТАН» СПКК правленийӗн председателӗнче тӑрӑшать.

Мингазым Шарафутдинов Кайнлӑк ялӗн хӗрӗпе Зейтуна Ямальтдиновӑпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ мӑнукӗсемпе, мӑнмӑнукӗсемпе савӑнса  пурӑнаҫҫӗ.

Ӗҫре хастар, пултаруллӑ пулнӑшӑн Мингазым Гильметдиновича патшалӑхӑн чылай  наградипе чысланӑ. Агропромышленность комплексӗн ветеранӗ ВДНХ кӗмӗл медальне (1985), «РФ Халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ» (1996), «Тава тивӗҫлӗ фермер» хисеплӗ ятсене (2007) илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Унӑн ЧР Ял хуҫалӑх министерствин грамоти те пур.         

                            Павел ЗАЙЦЕВ

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *