Пятница, 12 апреля

Ачасемшӗн вӗрентекен те, тус-юлташ та

Ачасемшӗн вӗрентекен те, тус-юлташ та

Ачасем пирӗн пуласлӑх, тетпӗр. Ҫавӑнпа вӗсене мӗн пӗчӗкрен тивӗҫлӗ воспитани панипе пӗрлех тӗрлӗ енлӗ аталантармалла та.

Ҫак чӑнлӑха тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ те Комсомольскинчи «Пилеш» ача садӗнче тӑрӑшакансем. Пирӗн коллективра 27 ҫын вӑй  хурать. Воспитатель-педагогсене те, ытти енсемпе тӑрӑшакансене те ачасене юратни пӗрлештерсе тӑрать. Вӗсем пурте пӗчӗккисем  кунта килти пек туйччӑр, тунсӑхласа  ан ларччӗр тесе тимлеҫҫӗ. Воспитательсем хушшинче юратнӑ ӗҫре чылай ҫул вӑй хуракансем те сахал мар. Т.А.Шеверова, И.М.Буланцова, Л.А.Оленева,  И.А.Андреева, М.Л. Михеева, Э.Ф.Акшова пӗчӗккисемшӗн вӗрентекенсем ҫеҫ мар, тус-тантӑш вырӑнӗнче те. Вӗсем кашни ачапа пӗр чӗлхе тупма, шӑпӑрлансен интересӗсене туйма тӑрӑшаҫҫӗ. Кашни ача хӑй тӗнче, теҫҫӗ те, воспитателӗн пӗчӗккисен шухӑш-кӑмӑлне пӗлме тӑрӑшмалла.

«Пилеш» ача садне 78 ача ҫӳрет. Вӗсене 6 ушкӑна пайланӑ. Кашни ӳсӗмри ачасемпех воспитательсем тӗрлӗ енлӗ ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене илемлӗх тӗнчине туйма, ҫутҫанталӑкпа ҫывӑх пулма хӑнӑхтараҫҫӗ. Ачасенче Тӑван ҫӗршыва юратас, унпа мӑнаҫланас туйӑмсене аталантарса пыраҫҫӗ. Садикре тӗрлӗ мероприятисем ирттернипе пӗрлех экскурсисем те йӗркелеҫҫӗ. Вырӑнта тӗрлӗ ӑмӑртусем ирттернисӗр пуҫне округ шайӗнчи  тупӑшусене те хутшӑнтарма тӑрӑшаҫҫӗ. Кӑҫал акӑ, Наци кросӗнче пирӗн ача садне ҫӳрекен А.Семенов 2-мӗш, пӗртӑван Зубаревсен ячӗпе иртнӗ ӑмӑртура 3-мӗш вырӑнсем йышӑнчӗ. Ачасене ҫул-йӗр ҫинче, шывсем хӗрринче асӑрхануллӑрах пулмалли ҫинчен вӗрентесси ҫине те тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Ача садӗнченех тӗрлӗ ӗҫе хӑнӑхтарасси те тӗп вырӑнта. Воспитательсем хутран, пластилинран тата ытти япаласенчен алӑ ӗҫ тума та вӗрентеҫҫӗ. Чылай чухне ку енӗпе вӑйӑ меслечӗпе усӑ кураҫҫӗ. Халӑхсен йӑли-йӗрки, кӗвӗ-ҫемӗ илемлӗхӗ пирки те манса каймаҫҫӗ.

Воспитательсем пӗчӗккисем шкула кайиччен тӗрлӗ енлӗн аталанса хатӗрленсе ҫитчӗр тесе чунне парса тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсене профессионаллӑ уяв ячӗпе саламласа малашне те ӑнӑҫу сунатӑп. Пархатарлӑ ӗҫӗрте ҫитӗнӳсем пулччӑр.

Вероника ГЕРАСИМОВА,

«Пилеш» ача сачӗн заведующийӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *