Раҫҫейре ҫар учечӗн реестрне хатӗрлеҫҫӗ. Ҫавна май ҫар ӳсӗмне ҫитнисем патне йӑлана кӗнӗ пек хутпа ҫеҫ мар, электрон повесткӑсем те ярса пама палӑртаҫҫӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин апрелӗн 14-мӗшӗнче ҫар учечӗн пӗрлехи реестрне йӗркелесси ҫинчен алӑ пуснӑччӗ. Асӑннӑ документ ҫар ӳсӗмне ҫитнисене призыв пуҫланни ҫинчен электрон повестка ярса пӗлтерме ирӗк парать. Ҫавӑн пекех повестка илнӗ, анчах та ҫар ӗҫ комиссариатне килмен граждансем тӗлӗшпе тумалли хӑш-пӗр чарусене те палӑртса хӑварнӑ унта.
Ҫӗнӗ саккунпа килӗшӳллӗн, пулас салтаксене повесткӑна хутпа, ҫавнах электрон майпа та ярса параҫҫӗ. Электрон повесткӑна гражданинӑн харпӑр хӑй пӳлӗмне вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн ӑна алла панӑ шутланать. Кунсӑр пуҫне повестка пани ҫинчен пӗлтерекен информаци Патшалӑх пулӑшӑвӗсен пӗрлехи порталӗн гражданинӑн харпӑр хӑй пӳлӗмне килет.
Енчен те пулас ҫӗршыв хӳтӗлевҫи повестка илнӗ хыҫҫӑн 20 кун хушшинче ҫар ӗҫ комиссариатне килмесен, ун тӗлӗшпе вӑхӑтлӑха чарусем палӑртаҫҫӗ. Вӗсене уйрӑм предприниматель тесе регистрацилемеҫҫӗ, ҫавӑн пекех транспорт хатӗрӗпе куҫман пурлӑха та регистрацилеттермеҫҫӗ, транспорт хатӗрӗпе ҫӳреме чараҫҫӗ, кредит памаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне РФ субъекчӗсем хӑйсем хушма мерӑсем йышӑнма пултараҫҫӗ. Призывпа ҫар ретне тӑмалли ӳсӗме ҫитнӗ граждансем повестка илнӗ хыҫҫӑн ҫар ӗҫ комиссариатне килмесӗр те Раҫҫейрен тухса каяймаҫҫӗ.
Салтака каймалли ӳсӗме ҫитнӗ гражданинӑн повестка илмен пулсан тепӗр призыв пуҫлансан икӗ эрне хушшинче ҫар ӗҫ комиссариатне кайса килмелле.
Ҫӗршыв Президенчӗ йышӑннӑ ҫӗнӗ саккун ҫар учечӗ енӗпе пӗрлехи реестр йӗркелемеллине ҫирӗплетет. Реестр кӑтартӑвӗсен шутне гражданин ҫинчен пӗлтерекен информаципе паспортри даннӑйсемсӗр пуҫне СНИЛС, ИНН, вӑл мӗнле гражданство йышӑнни те, ӑҫта пурӑнни те, мӗнле пӗлӳ илни, ӑҫта ӗҫлени, сывлӑх шайӗ те кӗреҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах реестра патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗ е саккунпа килӗшӳллӗн упракан вӑрттӑнлӑха кӗртмеҫҫӗ.
Реестр операторӗ РФ Оборона министерстви пулать пулсан, ӑна йӗркелекенни — Цифра министерстви. Реестрне вара ҫар ӗҫ комиссариачӗсем Правительство ҫирӗплетнӗ йӗркепе хатӗрлеҫҫӗ. Реестр автоматизаци йӗркипе тулса пырӗ, кӑтартусем патшалӑхӑн информаци ресурсӗсем тата власть органӗсем урлӑ килсе тӑрӗҫ.
Кунсӑр пуҫне ҫар учечӗн реестрне тӗпе хурса повесткӑсем панисен реестрне хатӗрлеҫҫӗ. Унта вара ҫар ӗҫ комиссариачӗсем ярса панӑ повесткӑсен копине, повесткӑсене хӑш кун тата мӗнле вӑхӑтра, кама ярса панине, гражданинӑн паспортри кӑтартӑвӗсене тата ӑҫта пурӑннине те кӗртеҫҫӗ. Ҫар учетӗнче тӑракан граждансем реестра Патшалӑх пулӑшӑвӗсен пӗрлехи порталӗн хӑйсен пӳлӗмӗнчен тата Нумай функциллӗ центрсене кайса кӗме пултараҫҫӗ.
Шалти ӗҫсен министерстви, Федерацин налук служби, судсем, Раҫҫейӗн социаллӑ фончӗ, медицинӑпа вӗренӳ, ӑслӑлӑх организацийӗсем, Ҫутӗҫ министерстви, РФ субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн органӗсем ҫар учетне йӗркелесе пыма пулас салтаксем ҫинчен мӗнпур информацие электрон майпа ярса параҫҫӗ. Ҫакӑн пек яваплӑха ӗҫпе тивӗҫтерекенсем, аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсем ҫумне те ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫар учетне кӗртмелли кӑтартусен шучӗ анлӑлансах пырать. Сӑмахран, унта водитель удостоверенийӗн кӑтартӑвӗсене, ИНН, телефон, харпӑр хӑйӗн уйрӑм счечӗн страхлав номерӗсене кӗртеҫҫӗ.
Саккун текстӗнче гражданин хӑй ҫар ӗҫ комиссариатне килмесӗрех, патшалӑхӑн информаци тытӑмӗнчи тата ҫар ӗҫ комиссариатӗнчи кӑтартусене тӗпе хурса малтанхи ҫар учетне илме пултарассине те палӑртса хӑварнӑ. Ҫар службинче тӑракансене, офицер ҫар званийӗ пуррисене, РФ тулашри разведкӑн тата хӑрушсӑрлӑх Федераци службисенче саппасра тӑракансем тӗлӗшпе ҫеҫ кун пек тумаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ҫар ӗҫ комиссариатне хӑйсем килмесӗрех ҫар учетне илнӗ граждансене тӗрлӗ информаци тытӑмӗнчен пуҫтарнӑ кӑтартусене тӗрӗслемелле электрон повестка та ярса пама пултараҫҫӗ.
Электрон повестка 2024 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пурнӑҫа кӗме пуҫлать.