Браслет ҫыхма вӗренчӗҫ

Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешӗсене округра пурӑнакансем мӗн май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.

 Маскировка сеткисем ҫыхасси малалла пырать. Халӗ вара салтаксем валли браслет хатӗрлеме пуҫланӑ. Вырӑсла ӑна «браслет выживания» ят панӑ. Ӑна «паракорд» ятлӑ ҫирӗп кантраран ҫыхаҫҫӗ. Браслета ал туни ҫине тӑхӑнаҫҫӗ, кӑткӑс лару-тӑрура  хӑвӑрт сӳтме май пур. Вӑл салтаксене кирлӗ вӑхӑтра пысӑк пулӑшу пама пултарать. 5 метра яхӑн тӑршшӗ кантра 200 килограмм таран йывӑрӑша чӑтаять. Унпа аманнӑ салтакӑн суранне юн чарас енӗпе жгут вырӑнне усӑ курма та пулать, кӑткӑс самантсенче урӑх  тӗл левсемпе те кирлӗ.

Ҫак кунсенче РФ Социаллӑ фончӗн клиент служби ҫумӗнчи  «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрне ҫӳрекенсене Герман Крылов волонтер браслета мӗнле ҫыхмаллине кӑтартса, ӑнлантарса пачӗ. Ӑна хатӗрлеме ӑсталӑхпа хӑнӑху кирлине палӑртрӗҫ ватӑсем. Вӗренсе ҫитсен хаваспах ҫак пархатарлӑ ӗҫе хутшӑнма кӑмӑл тунине пӗлтерчӗҫ.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *