Вӗрентекенсӗр пурнӑҫ ҫук тесе шутлатӑп эпӗ. Сана кунсерен кам ҫӗнӗ пӗлӳ парать-ха, чӑн-чӑн ҫын пулса ӳстӗр тесе чун-чӗре ӑшшине парнелет? Паллах, эсӗ ӑнкарса илтӗн, вӑл — вӗрентекен. Анчах унӑн ӗҫне хисеплеме, чунне ӑнланма пӗлетӗн-и эсӗ, шкул сакки ҫинче ларакан тантӑшӑм? Пӗрле шухӑшласа пӑхар-ха.
Вӗрентекен пиртен ҫирӗп ыйтнӑшӑн, начартарах паллӑ лартнӑшӑн час-часах кӳренме пӑхатпӑр. Тепӗр чух ӑна куҫҫуль кӑларса хӑратма е киревсӗр сӑмахсем каласа кӳрентерме те хӑятпӑр. Учитель пире тарӑн пӗлӳ парассишӗн тӑрӑшнине пачах та ӑнланмастпӑр. Аннепе танах мар-и вара вӗрентекен? Эпир аннене хамӑра ятланӑшӑн, ӑс панӑшӑн кӳренместпӗр-ҫке. Апла пулсан пирӗн педагогӑн кӑмӑлне, ӗҫне анненнипе танах хаклама, хисеплеме хӑнӑхмалла.
Халӗ вӗрентекен сывлӑхӗ пирки шухӑшлар-ха. Пирӗн пуҫ ыратсан е ытти сӑлтавпа хамӑра йывӑр туйнӑ чух вӑл пире хӗрхенет, пулӑшу пама васкать. Эпир вара учитель пирӗн пек ҫынах пулни ҫинчен пачах та аса илместпӗр. Тепӗр чухне, тен, унӑн та чӗри ыратать е пыр шыҫни канӑҫ памасть. Ачасен шучӗпе вара вӗрентекен нихӑҫан та чирлемест. Ҫӳрет-ҫке, калаҫать, вӗрентет — апла сывлӑхлӑ.
Мӗн тери йӑнӑшатпӑр эпир! Вӗрентекен хӑйӗн сывлӑхне шеллемесӗр, малашнехи пурнӑҫра пире ҫӑмӑл пултӑр тесе ӑс-тӑн парать. Хӑйӗн ыратни ҫинчен манса кайса пирӗн сывлӑх, пуласлӑх ҫинчен шухӑшлать. Апла пулсан вӑл чӑн-чӑн тус-юлташ мар-и?
Шкулта хамӑра мӗнле тытатпӑр-ха тата. Ашкӑнатпӑр, итлеместпӗр, улталатпӑр. Вӗрентекен вырӑнне хамӑра лартса пӑхсан вара? Эпир кунашкал ачасемпе пӗр самант та чӑтайман пулӑттӑмӑр, нерв чирӗпе аптраса ӳкесси те ҫавӑнтах. Учитель вара пире каҫарать, ача чухне савӑнччӑр тесе чылай чухне айӑпран та хӑтарать. Унӑн ырӑ кӑмӑлӗпе усӑ курса каллех йӗркене пӑсатпӑр. Анчах ҫакӑ пуласлӑхра хамӑрах йывӑрлӑх кӳрессе шутламастпӑр.
Тантӑшӑмсем! Пӗр самантлӑха ҫеҫ ачалӑхран уйрӑлса вӗрентекен пурнӑҫне ҫитӗннӗ ҫын пек хакласа пӑхар-ха. Вӗрентекен те ҫынах пулнине чунпа туйса илер. Ахаль ҫын анчах мар вӑл, чӑн-чӑн Ҫын. Ачасене телей, сывлӑх, ӑс пама тӗнчене килнӗ Ҫын. Апла пулсан, вӑл паракан пуянлӑха хамӑртан тӗртсе ярар мар. Вӗрентекен сӗнекен ӑс-хакӑла, чун ӑшшине хаваспа йышӑнар, ӑна уншӑн ӗмӗр-ӗмӗр тав сӑмахӗ калар.
Яна СОЛОВЬЕВА,
Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ.