Тӳрӗ лини иртнӗ

Тӳрӗ лини иртнӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сентябрӗн 14-мӗшӗнче тӳрӗ лини ирттернӗ. Икӗ сехет хушши пынӑ калаҫура вӑл халӑха хумхантаракан чылай ыйту ҫине хуравланӑ. Ҫынсем ытларах вӗрентӳ, хуҫасӑр йытӑсем, транспорт, ҫул-йӗр, сывлӑха сыхлас ӗҫ ыйтӑвӗсемпе интересленнӗ. Ҫавӑн пекех  тӳрӗ   линире нумай ачаллӑ ҫемьесене, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшасси, экологи, строительство, ӗҫмелли таса шывпа тивӗҫтересси тата ытти енсемпе ҫыхӑннисем те пулнӑ. Республикӑра пурӑнакансем хӑйсене интереслентерекен ыйтусене телефонпа шӑнкӑравласа ҫеҫ мар, социаллӑ сетьсем урлӑ та пама пултарнӑ. Вӗсене пурне те шута илнӗ.

Тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче пирӗн округпа ҫыхӑннӑ ыйтусем те пулнӑ. Вӗсем Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗпе тата Кӗтне юханшывӗнче пулӑсем вилнипе, тасатмалли сооруженипе ҫыхӑннӑ. Социаллӑ сетьре муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫлекен управлени начальникӗ А.В.Краснов, ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн специалист-эксперчӗ Р.М.Шарафутдинов, округӑн вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова вӑл ыйтусем ҫине хуравсем панӑ. Вӗсемпе хаҫатӑн ҫитес номерӗнче тӗплӗнрех паллаштарӑпӑр.

Тӳрӗ лини мӗнле пынипе «ВКонтакте» «Чувашская Республика» ушкӑнра, Олег Николаевӑн телеграмм каналӗнче, Наци телекуравӗнче курма май пулнӑ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *