Пӗчӗкренех вӑрман сукмакне такӑрлатнӑ

 Кашни ҫулах сентябрӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче пурнӑҫне вӑрманпа ҫыхӑнтарнӑ ҫынсем хӑйсен професси уявне  паллӑ тӑваҫҫӗ. Кӑҫал вӑрман ӗҫченӗсен кунӗ авӑнӑн 17-мӗшӗнче пулать. Ку вара — ҫак отрасльте чунне парса тӑрӑшакан патшалӑх вӑрман инспекторӗ Александр Кондратьев ҫинчен каласа памалли лайӑх сӑлтав.

Александр Кондратьев — ҫамрӑк, анчах пурнӑҫ курнӑ ҫын.  Унӑн ӗҫ-хӗлӗ пирӗн тавралӑх пуянлӑхӗпе, ҫӗр-планетӑн ӳпкине — вӑрмана — упрассипе тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ. Паллах ӗнтӗ, ҫутҫанталӑка юратман ҫын ҫак сферӑра ӗҫлеймен пулӗччӗ.

Александр Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе-Ҫармӑс ялӗнче лесник ҫемйинче ҫуралнӑ, ҫавӑнпа та ачаранах вӑрман сукмакӗсемпе чупса ӳснӗ. Ашшӗне Андрей Андреевича Ҫӗнӗ Мӑрат лесничествин лесничине лартсан, Кондратьевсем ҫемйипех унта куҫса килнӗ, Саша ҫак ялтах вӑтам шкул пӗтернӗ. Ҫамрӑка ешӗл вӑрман илемӗ яланах илӗртнӗ, ҫавӑнпа хӑйӗн малашнехи ӗҫ-хӗлне вӑл шӑпах унпа ҫыхӑнтарма, 33 ҫул вӑрман хуҫалӑхӗнче вӑй хунӑ ашшӗн ҫулӗпе утма тӗллев лартнӑ. Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртес тесе каччӑ малтан Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумӗнче ятарлӑ пӗлӳ илнӗ. Лесничествӑра практика тухни ӑна пулас ӗҫе тӗрӗсех суйласа илнине ӑнланма май панӑ. 2006 ҫулта вара Мари патшалӑх техника университетӗнчен вӗренсе тухса вӑрман инженерӗ пулса тӑнӑ.

Ҫамрӑк специалист 2004 ҫулта Комсомольски вӑрман хуҫалӑхӗн Ҫӗнӗ Мӑрат лесничествин вӑрман мастерӗнче ӗҫлеме пикеннӗ. 2008—2010 ҫулсенче Йӗпреҫ лесничествин Ирҫе-Ҫармӑс участок лесничествин лесничийӗнче тӑрӑшнӑ. Пӗр вӑхӑтлӑха А.Кондратьев ку сферӑран уйрӑлса урӑх ҫӗре те куҫса пӑхнӑ, ҫапах юратнӑ ӗҫнех каялла таврӑннӑ. 2017 ҫултан пуҫласа паянхи кунччен Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи «Вӑрман хуралӗ» хысна учрежденийӗн лесничи- йӗнче вӑй хурать.

Ӗҫӗ питӗ кӑсӑклӑ та тӗрлӗ енлӗ, ҫав вӑхӑтрах теветкеллӗ те вӑрман инспекторӗн. 

— Кӑҫал ҫу типӗ те шӑрӑх тӑнине пула пушара хирӗҫле ятарлӑ режим пырать. Ҫавна пула тимлӗхе пӗрре те ҫухатмалла мар. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе тӑтӑшах профилактика мероприятийӗсем ирттеретпӗр. Хамӑрӑн сотрудниксемпе хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан вырӑнсенче хурал йӗркелерӗмӗр. Паллах, халӑхпа ӗҫлессине тӗп вырӑна хуратпӑр. Граждансемпе ӑнлантару ӗҫӗсем тӑватпӑр, агитаци хучӗсем салататпӑр. Ҫавӑн пекех шкулсене ҫитсе вӗренекенсемпе тӗл пулатпӑр, профилактика калаҫӑвӗсем ирттеретпӗр. Вӑрман касма делянка илекенсем час-часах хӑйсем хыҫҫӑн тирпейлесе хӑвармаҫҫӗ. Вӗсене тӗрӗслесе тӑмасан ниепле те май ҫук, йӗркене пӑснӑ пулсан протоколсем ҫыратпӑр.  Йывӑҫсене саккунсӑр касасран та пӑхса тӑмалла. Кун пек тӗслӗх тупса палӑртсан вара ун пирки полици уйрӑмӗн дежурнӑй пайне пӗлтермелле, — тет Александр Андреевич, «Вӑрман хуралӗ» ХУ коллективӗ тӑвакан ӗҫсемпе паллаштарса.

Теветкеллӗх пирки аса илсен, 2010 ҫулта Александр Андреевич Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе-Ҫармӑс лесничествинче вӑрман пушарӗсене сӳнтерме тӳрремӗнех хутшӑннине палӑртса хӑвармалла. Вӑрманти торф пушарӗсене сӳнтернӗ чухне кӑтартнӑ хастарлӑхшӑн тата пысӑк профессионализмшӑн Александра РФ Гражданла оборона ӗҫӗсен министерствин Хисеп грамотипе наградӑланӑ.

ЧР Ҫутҫанталӑк министерствинчи, Йӗпреҫ лесничествинчи «Вӑрман хуралӗ» хысна учрежденири ӗҫтешӗсем Александр Андреевич пирки хисеп- лесе, ӑшшӑн калаҫҫӗ. Вӑл  хӑйӗн тивӗҫӗсене тӳрӗ чунпа, пысӑк яваплӑхпа пурнӑҫланине, коллектива пӗлсе ертсе пынине палӑртаҫҫӗ. Ӗҫленӗ хушӑрах А.Кондратьев хӑйӗн професси шайне ӳстерме те вӑхӑт тупать, конкурссене хутшӑнать, ҫӗнӗ саккунсемпе нормативлӑ документсене тишкерет. Паллах, хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ май ӑна ӗҫлӗ калаҫусем ирттерме, ытти ведомствӑсемпе, патшалӑх органӗсемпе, муниципалитет представителӗсемпе хутшӑнса ӗҫлеме те тивет.

Вӑрман хуҫалӑхӗнче тӳрӗ кӑмӑлпа нумай ҫул ӗҫленӗшӗн  Александр Кондратьева тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисемпе пӗрре мар чысланӑ. Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа ӑна асӑну медалӗпе наградӑланӑ. Вӑрман ӗҫченӗсен кунӗ умӗн вара вӑл  республикӑри конкурсра «Чи лайӑх вӑрман инспекторӗ» ята тивӗҫнӗ. Ҫак ҫӗнтерӳпе Александр Андреевича саламласа малашне те ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме сунас килет. Сӑмах май каласан, Александр Кондратьев 2019 ҫулта та «Народный контроль» порталти уҫӑ сасӑлавра «Чи лайӑх вӑрман инспекторӗ» номинацире 1-мӗш вырӑн йышӑннӑччӗ.

Вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансене пурне те професси уявӗпе саламлатпӑр, ҫӑмӑл мар, анчах кирлӗ те пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫре ырлӑх-сывлӑх, лайӑх кӑмӑл тата шанчӑклӑх сунатпӑр.

Любовь ГЕОРГИЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *