Понедельник, 22 апреля

«Наци кросне» хутшӑнма чӗнетпӗр

«Наци кросне» хутшӑнма чӗнетпӗр

Сентябрӗн 16-мӗшӗнче округри спорта юратакансем «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионне пуҫтарӑнӗҫ.  Кунта  ҫак кун «Наци кросӗ — 2023» иртӗ. Унта тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем старта тӑрӗҫ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене ҫакӑн пек дистанцисем кӗтӗҫ: ача сачӗсене ҫӳрекенсем (100 метр), vip-чупу (400 метр), организацисемпе предприятисенче ӗҫлекенсем (арҫынсем 1600, хӗрарӑмсем 1200 м), 1—2-мӗш классенче вӗренекенсем (арҫын ачасем 200 м, хӗрачасем 100 м), 3—4-мӗш классенче вӗренекенсем (арҫын ачасем 400 м, хӗрачасем 200 м), 5—7-мӗш классенче вӗренекенсем (арҫын ачасем 800 м, хӗрачасем 400 м), 8—9-мӗш классенче вӗренекенсем (арҫын ачасем 1200 м, хӗрачасем 800 м), 10—11-мӗш классем (арҫын ачасем 1600 м, хӗрачасем 1200 м).  Регистраци ирхине 9—10 сехетсенче пулать.

Малти вырӑнсене йышӑннисене наградӑсем кӗтӗҫ. Пурне те ӑнӑҫусем сунатпӑр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *