Кӗпере юсанӑ

Кӗпере юсанӑ

Кӗтне юханшывӗ урлӑ вӑрман енне тӳртен каҫмалли кӗпер кивелсе ҫитни пирки Комсомольски территори уйрӑмне ҫынсем пӗрре мар пӗлтернӗ. Ҫак кунсенче округ центрӗнче пурӑнакансем пӗрле тӑрӑшса ӑна тӗпрен юсама май тупнӑ. Унти хӑмасене улӑштарса ҫӗннисем сарнӑ. Ял ҫыннисем Ильгиз Шакуров предпринимателе строительство материалӗсемпе тивӗҫтернӗшӗн тав тӑваҫҫӗ.

Халӗ юсавлӑ кӗпер урлӑ кӗтӗве каҫарса ҫӳреме те, ял ҫыннисене «Тимоша» ҫӑлкуҫ патне таса та сиплӗ шыв илме, вӑрмана ҫырла-кӑмпана кайма та, уҫӑлса ҫӳреме те меллӗ.

Пушкин урамӗнче пурӑнакансем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *