Аслӑ Ҫӗрпӳел тӑрӑхӗнче вӑрӑм  ӗмӗрлисене чысларӗҫ

Аслӑ Ҫӗрпӳел тӑрӑхӗнче вӑрӑм  ӗмӗрлисене чысларӗҫ

 Иртнӗ кунсенче кӑна сумлӑ икӗ ватӑ 95 ҫул тултарчӗ. Аслӑ ӑрури ҫынсене ҫавра ҫулсемпе саламласси Аслӑ Ҫӗрпӳел тӑрӑхӗнче йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Иртнӗ кунсенче кӑна сумлӑ икӗ ватӑ 95 ҫул тултарчӗ. Вӗсенчен пӗри — Тутар Йӑвашкел  ялӗнче пурӑнакан Алиабену Айнетдиновна Алимова.

Али аппа  Патӑрьел районӗнчи Хирти Пикшик ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Аслӑ вӑрҫӑн хаяр ҫулӗсенче аслисемпе тан ир пуҫласа сӗм ҫӗрлеччен хирте тӑрӑшнӑ, вӑрман та пайтах каснӑ, ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче те маттур хӗр тӑван ялти юхӑннӑ хуҫалӑха ура ҫине тӑратассишӗн чылай тӑрӑшнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тылра ырми-канми ӗҫленӗшӗн Али аппана 1946 ҫулта медаль парса чысланӑ, юбилей медалӗсем те чылай унӑн.  

1953 ҫулта Тутар Йӑвашкел каччипе Абдул-Борис Алимович Алимовпа ҫемье ҫавӑрнӑ, мӑшӑрӗпе пӗрле 2 ывӑлпа 3 хӗр пӑхса ӳстернӗ.

Али  аппа мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех «Красный Октябрь» колхозра пахча ҫимӗҫ бригадинче тӑрӑшнӑ, кулленхи ӗҫре ырӑ ята тивӗҫнӗ, ӗҫри хастарлӑхшӑн ӑна медальсем, Хисеп хучӗсем  парса чыс тунӑ, вӑл «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ. Паянхи кун Али аппа ывӑлӗн ҫемйипе пурӑнать. Ӑшпиллӗ те тараватскерне 13 мӑнукӗ тата вӗсен 9 ачи савӑнтараҫҫӗ.

«Ачалӑхӑм вӑрҫӑн йывӑр ҫулӗсенче иртрӗ, тӑраниччен ҫисе кураймарӑмӑр. Ҫӑва тухсан вӗлтӗрен яшки пайтах ҫинӗ, ҫавӑнпа нумай пурӑнтӑм пуль, — иртнӗ йывӑр вӑхӑта ветеран куҫҫульпе аса илет. —  Ҫак ҫула ҫитсе те чирлесе больницӑра выртса курман. Ачасем йӗркеллӗ    ӳссе ҫитӗнчӗҫ, мӑнуксем те ытарайми, вӗсемшӗн савӑнатӑп, пурнӑҫ лайӑх, пурӑнасчӗ-ха», — тет сумлӑ ветеран.

Тепӗр ватӑ — Татьяна Евгеньевна Медведева, вӑл та сентябрӗн 2-мӗшӗнче 95 ҫул тултарчӗ. Татьяна Евгеньевна Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнче йышлӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Унӑн ачалӑхӗ те хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсене лекнӗ. Ӑна 7 класс пӗтерме кӑна тӳр килнӗ. «Шкулта эпӗ аван вӗреннӗ,  питӗ малалла вӗренсе учитель пуласшӑнччӗ. Анчах та икӗ тетене вӑрҫа илсе кайрӗҫ, манӑн вара чирлӗ аттепе аннене пӑхмалла пулчӗ», — аса илет иртнӗ вӑхӑта Татюк аппа. Унӑн ачалӑхӗ те ытти тантӑшӗсеннинчен уйрӑлса тӑман, аслисемпе юнашар хирте тӑрӑшнӑ, сухаланӑ, тырӑ акнӑ, ӑна ҫурлапа вырнӑ. Хӗллехи кунсенче вӑрман касма нумай ҫӳренӗ, вырӑнти аслӑ ҫула тунӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. 

Маттур пикене Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел каччи Тит Медведев куҫ хывнӑ.  Ҫамрӑксем 1953 ҫулта мӑшӑрланса ҫемье ҫавӑрнӑ. Татюк аппа ӗмӗр тӑршшӗ пех «Красный Октябрь» колхозра малтанхи вӑхӑтра звеньевойра, кайран пенсие тухичченех бригадӑра тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ. 

Килӗшӳпе юратура мӑшӑр икӗ хӗрпе виҫӗ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ, вӗрентсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Ачисем пурте ҫемьеленсе ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ. Тӑван киле тӑтӑш килсе  ҫӳреҫҫӗ, хӑйсене тӗрӗс-тӗкел пӑхса ҫитӗн-тернӗшӗн амӑшне тав тӑваҫҫӗ, яланах ӑна юратнине, хисепленине пӗлтерме васкаҫҫӗ. Татюк аппана унсӑр пуҫне 11 мӑнукӗ тата мӑнукӗсен 17 ачи савӑнтараҫҫӗ, малалла пурӑнма вӑй-хал параҫҫӗ.

Пилӗк ача ҫуратса ӳстернӗшӗн Татьяна Евгеньевна «Ача амӑшӗ» 2 степеньлӗ медале, тӗрлӗрен Хисеп хучӗсене, «Ӗҫ ветеранӗ» сумлӑ ята тивӗҫнӗ. Чи пӗлтерӗшлисем вара — Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ   вӑхӑтӗнче тылра ырми-канми ӗҫленӗшӗн панӑ наградӑсем, тӗрлӗ ҫулсенче тивӗҫнӗ юбилей медалӗсем.

Паянхи кун Татюк аппа кӗҫӗн ывӑлӗн ҫемйипе килӗштерсе пурӑнать,   вӑй ҫитнӗ таран килти хуҫалӑхра тӑрмашать, хур-кӑвакал ӳстерме пулӑшать, пушӑ вӑхӑтра хаҫат-журнал вулать.

Ватӑсене 95 ҫул тултарнӑ ятпа округ администрацийӗн пай пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене тӑвакан Мария Илларионова, Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн ертӳҫи Александр Орешкин, Комсомольски муниципаллӑ округӗн депутачӗ Александр Тихонов, вырӑнти ветерансен совечӗн председателӗ Геннадий Ракчеев ӑшшӑн саламларӗҫ, ҫирӗп сывлӑх, ҫемьере килӗшӳ, канлӗ ватлӑх сунчӗҫ, парнесемпе чысларӗҫ. Мария Алексеевна Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвӗсене вуласа пачӗ.

Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнчи культура ҫурчӗн ӗҫче-нӗсем юбилярсене саламласа ҫепӗҫ юрӑ-кӗвӗ шӑрантарчӗҫ.

Александр ИВАНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *