Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене гуманитари пулӑшӑвӗ парас ӗҫе хастар хутшӑнаҫҫӗ. Ҫак кунсенче вырӑнти волонтерсем В.Воронов ертсе пынипе маскировка сеткисем ҫыхас черетлӗ акцие пуҫланӑ. Каҫсерен е кӑнтӑрла пушӑ вӑхӑт тупса ял ҫыннисем ҫак пархатарлӑ ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ. Кӗске вӑхӑт хушшинчех 2 сетка хатӗрленӗ те ӗнтӗ.
Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ, «Черный гусар» бригадӑра службӑра тӑнӑ салтак нумаях пулмасть ял ҫыннисемпе тӗл пулнӑ. Вӑл ял-йыша пулӑшу панӑшӑн тав тунӑ.