Хирсем тырпултан пушанаҫҫӗ

Хирсем тырпултан пушанаҫҫӗ

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсен хирӗсем тырпултан пушансах пыраҫҫӗ. Хӑш-пӗр хуҫалӑхсем вырма ӗҫӗсене вӗҫленӗ те.

Августӑн 24-мӗшӗ тӗлне округра 12251 гектар ҫинчи тырпула пуҫтарса илнӗ. Йӗтемсем ҫине 34501 тонна тырӑ кӗнӗ. Вӗсене ҫийӗнчех тасатса пӳлмесене хывса пыраҫҫӗ. Хальлӗхе вӑтам тухӑҫ кашни гектар пуҫне 28,2 центнерпа танлашать.

Выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗҫсем те чарӑнса ларман. 5966 тонна утӑ, 17888 тонна сенаж хатӗрленӗ. Утӑ «Восток», «Асаново», «Слава», «Дружба»  ял хуҫалӑх кооперативӗсенче, сенаж «Слава», «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗсенче, «Урожай» колхозра ытларах.

Ял хуҫалӑх кооперативӗсем кӗр тыррисем акма 2832 гектар ҫӗр хатӗрленӗ.  Округри 9 хуҫалӑхра пикенсех тырпултан пушаннӑ хирсене сухаласа хӑварас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Ку ӗҫе 1694 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ.

Минзаит Зайнуллин,

ял хуҫалӑх тата экономика пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *