Вторник, 23 апреля

Тӗп больница 85 ҫул тултарчӗ

Тӗп больница 85 ҫул тултарчӗ

Комсомольскинче, района туса хуричченех, 1938 ҫулта амбулатори ӗҫлеме пуҫланӑ. 1948 ҫулта амбулаторипе район больницине пӗрлештерсе Комсомольскинчи район больници теме пуҫланӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл ҫулсерен аталанса пынӑ, пурлӑхпа техника никӗсӗ ҫирӗпленнӗ. 1957 ҫулта ӑна районти тӗп больница ят панӑ. Вӑл вӑхӑтчен халӑха медицина пулӑшӑвӗ парассине райӗҫтӑвкомӑн сывлӑх сыхлавӗн пайӗ урлӑ йӗркелесе пынӑ пулнӑ. Малашне вара районта пурӑнакансен сывлӑхне упрас енӗпе яваплӑх тӗп больница коллективӗ ҫине куҫнӑ. 1970 ҫулсен вӗҫӗнче больницӑн тӗп корпусӗсене тӑвас енӗпе ӗҫсем пуҫланнӑ. 1984 ҫулхи январь уйӑхӗнче туса пӗтерсе хута янӑ.

 Кӑҫал округри тӗп больницӑн — юбилей. Августӑн 23-мӗшӗнче ҫак ятпа йӗркеленӗ уява Комсомольскинчи культура ҫуртне медицина ӗҫченӗсем, сывлӑха сыхлас ӗҫ ветеранӗсем чылайӑн пуҫтарӑннӑ.

85 ҫул сахал мар. Ҫак ҫулсенче унта ӗҫлекенсем пиншер ҫынна пӗрремӗш пулӑшу парса вилӗм аллинчен туртса илнӗ, эмелпе те, ӑшӑ сӑмахсемпе те сиплесе ура ҫине тӑратнӑ. Унта тӑрӑшакансенчен чылайӑшӗ хастар та пултаруллӑ ӗҫӗшӗн наградӑсене, хисеплӗ ятсене илме тивӗҫнӗ. Паянхи кун та тӗп больницӑра ӑста та хӑйсем суйласа илнӗ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан тухтӑрсемпе медицина сестрисем, санитаркӑсем тӑрӑшаҫҫӗ. «Сывлӑх» наци проектне ӗҫе кӗртсе вӗсем халӑх сывлӑхне упрас, пахалӑхлӑ пулӑшу парас тесе вӑй хураҫҫӗ. Ҫак кун сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗсен ячӗпе чылай ӑшӑ сӑмах пулнӑ. Пурте вӗсене малашне те ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме ҫирӗп сывлӑх, вӑй-хал суннӑ.

Тӗп больница ӗҫченӗсене, сывлӑх сыхлавӗн ветеранӗсене округ больницин тӗп врачӗ Инна Ефремова, ЧР сывлӑха сыхлас ӗҫ министрӗн ҫумӗ Резеда Хуснетдинова, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене тӑвакан Николай Раськин, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, округӑн Обществӑлла палатин председателӗ Кияметдин Мифтахутдинов тата ыттисем те юбилей ячӗпе   саламланӑ.   Вӗсем    пархатарлӑ ӗҫ тунине палӑртса малашне те ҫитӗнӳсем суннӑ. Чӑваш Республикин Сывлӑха сыхлас ӗҫ министерстви тӗп больницӑна укҫа-тенкӗ сертификачӗ панӑ. Уявра наградӑсем татах та пулнӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн Сывлӑха сыхлас ӗҫ министерствин Тав хучӗпе Л.И.Ярышева врач-рентгенолога чысланӑ. Чӑваш Республикин Сывлӑха сыхлас ӗҫ министерствин Хисеп грамотине  Хирти Выҫли ФАП заведующийӗ А.М.Гордеева, хирурги уйрӑмӗн медсестри Р.А.Киселева, врач-невролог кабинечӗн медсестри Ф.В.Чернова, анестезиологипе реанимаци уйрӑмӗнчи С.В.Горшкова сестра-анестезист, паллиативлӑ медицина пулӑшӑвӗн уйрӑмӗн медсестри А.Г.Деменкова тивӗҫнӗ.

Комсомольски муниципаллӑ округӗн Хисеп грамотине  инфекци уйрӑмӗн медсестрине Г.С.Акшовӑна, клиникӑпа диагностика лабораторийӗн техникне  Н.П. Николаевӑна, терапи уйрӑмӗн медсестрине О.В.Игнатьевӑна, В.Г.Лаврушкина, В.А.Самукова уборщицӑсене,  стоматологи уйрӑмӗн шӑл врачне Г.С.Сулеймановӑна, Кайнлӑкри ФАП заведующине И.Ф.Алякинӑна, хирурги уйрӑмӗнчи процедура  медсестрине Л.В.Лазаревӑна, участокри врач-педиатр кабинечӗн медсестрине Г.Г.Камартдиновӑна, Урмаелӗнчи амбулатори врачне Д.Г.Зиатдиновӑна панӑ.

Тӗп больница администрацийӗ те хӑйӗн пултаруллӑ ӗҫченӗсене наградӑсӑр хӑварман. Хисеп грамотисемпе врач-акушер-гинеколога И.В.Тякановӑна, И.Г.Гинетуллина, А.С.Кошкина, Е.В.Чубукова, Н.И.Копташкина, Г.Р.Камалетдинова уборщицӑсене, В.Д.Волков водителе, Г.А.Текмеева повара, К.С.Чаркина администратора, Л.М.Шейдуллинапа Т.М.Оленева медсестрасене, кардиологи кабинечӗн медсестрине Г.Ш.Чулаковӑна чысланӑ.

Медицина профилактикин фельдшерӗ И.В.Корнилова ЧР Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамотине, планпа экономика уйрӑмӗн начальникӗ М.А.Титова тата А.Г.Александров водитель Тав хутне, йышӑну уйрӑмӗн медсестри А.Н.Ямалтдинова Тав ҫырӑвне  тивӗҫнӗ.

И.И.Ефремова тӗп врач, Л.В.Галкина врач-терапевт, Урмаелӗнчи амбулатори врачӗ Д.Г.Зиатдинова, Шурут амбулаторийӗн врачӗ В.В.Семенова, Т.А.Юманова врач-педиатр, А.В.Демина аслӑ медсестра, Йӳҫ Шӑхалӗнчи ФАП заведующийӗ Л.Л.Верликова Раҫҫей Федерацийӗн, Аслӑ Чурачӑкри амбулаторин медсестри Л.Г. Кузьмина, Аслӑ Ҫӗрпӳел амбулаторийӗн медсестри Р.Р. Гилачева, васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн медсестри  Л.Н.Хаертдинова Чӑваш Республикин профсоюзӗн Хисеп грамотине илнӗ.

ТФОМС Хисеп грамотипе тӗп бухгалтера Л.Ф.Тимофеевӑна, Тав хучӗпе хирурги уйрӑмӗн заведующине Э.В.Максимова чысланӑ.

«Единая Россия» партин  Хисеп грамотине офтальмологи кабинечӗн медсестрине Е.А.Тарасовӑна, пӗтӗмӗшле практика врачӗн медсестрине Е.Н.Безменовӑна, хирурги уйрӑмӗн  аслӑ медсестрине Л.И.Владимировӑна панӑ.

Округри культура ӗҫченӗсем уява пуҫтарӑннисене юрӑ-кӗвӗ шӑрантарса савӑк кӑмӑл парнеленӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *