Ыркӑмӑллӑх концерчӗ иртнӗ

Ыркӑмӑллӑх концерчӗ иртнӗ

Тӑван ҫӗршыв сыхлавҫисен, Офицерсен кунне халалласа августӑн 19-мӗшӗнче Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче ыркӑмӑллӑх концерчӗ пулса иртнӗ. Ӑна «Единая Россия» партин ҫамрӑк гвардеецсен вырӑнти хастарӗсем йӗркеленӗ.

Концертра ҫарпа, патриотизмпа ҫыхӑннӑ юрӑсем янранӑ. Куракансем Р.Басников, В.Кокшин, М.Волкова, Т.Прокопьева, Ю.Щетинкина тата ыттисем те шӑрантарнӑ юрӑсене хапӑлласа йышӑннӑ. Сцена ҫине «Кубняночка», Т.Иванова ертсе пыракан хореографи ушкӑнӗсем те тухнӑ. Ҫамрӑк гвардеецсен хорӗ янратнӑ мӑнаҫлӑ юрӑсем те концерта илем кӗртнӗ.

Пуҫтарӑннисене округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.Н.Раськин саламланӑ, ҫакӑн пек мероприятисем халӑхӑн патриотизм туйӑмне вӑйлатас тӗлӗшпе пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.

Украинӑра ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ май унта службӑра тӑракан ентешсене гуманитари пулӑшӑвӗ парас тӗллевпе мероприятире ыркӑмӑллӑх касси йӗркеленӗ. Кӑмӑл пуррисем унта укҫа-тенкӗ хывнӑ.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *