Александровка территори уйрӑмӗ

Александровка территори уйрӑмӗ

Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи 12 территори уйрӑмӗ хушшинче вӑл пысӑккисенчен пӗри шутланать. Асӑннӑ территори уйрӑмне Александровка, Ахмет, Новоалександровка, Ҫӗнӗ Сӗнтӗр, Кивӗ Сӗнтӗр, Хырай Ӗнел ялӗсем, Луцки сали тата Киров поселокӗ кӗреҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне территорире 944 хуҫалӑх шутланать, вӗсенче пӗтӗмпе 1875 ҫын пурӑнать, ҫав шутран 170-е яхӑн — ачасем. Пӗлтӗр 11 пепке ҫуралнӑ, 23 ҫын ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ, пӗр мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ.

Ку тӑрӑх — Совет Союзӗн Геройӗсен Константин Антоновпа (Луцки сали) Иван Кабалинӑн (Александровка ялӗ), паттӑр летчикӑн Николай Будаковӑн (Крестниково, халӗ Александровка ялӗ), хӑюллӑ пулеметчикӑн Иван Смирновӑн (Ҫӗнӗ Сӗнтӗр) ҫуралса ӳснӗ тӑван кӗтесӗ.

Александровкӑсен ӗҫӗ-хӗлӗпе территори уйрӑмӗн начальникӗ

Любовь Александровна ПОЛЯКОВА паллаштарать:

— Пирӗн территори уйрӑмне кӗрекен 8 ялта вырӑссемпе чӑвашсем, тутарсем пӗр ҫемьери пек килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Тӗпрен илсен, вырӑнта пурӑнакан вӑйпитти халӑх «Слава» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче, «Искра» колхозра, «Родина», Самаринӑн, Хайртдиновӑн хресченпе фермер хуҫалӑхӗсенче вӑй хураҫҫӗ. Округ центрне ӗҫлеме ҫӳрекен те йышлӑ, предпринимательсем, хӑйсен ӗҫне йӗркеленисем пур. Килти хушма хуҫалӑхсенче 2023 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне 220 пуҫ сӑвакан ӗне тытнӑ. Кролик, хурт-хӑмӑр ӗрчетекенсем пур.

Территори уйрӑмӗн администрацийӗ хӑйӗн ӗҫне «Об общих принципах организации местного самоуправления в РФ» 131-мӗш номерлӗ федераллӑ саккунпа, Уставпа тата  Раҫҫей Федерацийӗн, Чӑваш Республикин ытти нормативлӑ право акчӗсемпе килӗшӳллӗн пурнӑҫласа пырать. Администраци ӗҫченӗсем муниципаллӑ округра иртекен спорт ӑмӑртӑвӗсене, культура мероприятийӗсене хастар хутшӑнаҫҫӗ, обществӑлла ӗҫсенчен юлмаҫҫӗ, йӑла-йӗрке уявӗсене ҫамрӑксене явӑҫтарма, вӗсене патриотизмла воспитани пама тӑрӑшаҫҫӗ.

Социаллӑ учрежденисене — пысӑк тимлӗх

Ҫынсен сывлӑхне сиплемелли объектсем те кал-кал ӗҫлеҫҫӗ. Пилӗк фельдшерпа акушер пунктӗнчен тӑваттӑшӗ — модуллӗ. Августӑн 7-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнче пиллӗкмӗш пункта ҫӗнӗрен ҫӗклес ӗҫе пикеннӗ. ФАПсенче квалификациллӗ медицина ӗҫченӗсем тӑрӑшаҫҫӗ. Кивӗ Сӗнтӗрти Елена Марина вара пирӗн пата «Земство фельдшерӗ» программӑпа ӗҫлеме килнӗ.

Канӑва интереслӗ йӗркелеме  пилӗк ялта культура ҫурчӗсем пур. Хырай Ӗнелӗнче пурӑнакансем ыйтнипе тата пуҫаруллӑ ҫынсем тӑрӑшнипе, 2018 ҫулта ҫав ялта кӗске вӑхӑтра культура ҫурчӗ туса пӗтерсе хута янӑ, вӑл 150 вырӑнлӑ. Ытти тӑваттӑшне вара патшалӑхӑн тӗрлӗ программисене хутшӑнса иртнӗ 5 ҫул хушшинче пурне те юсанӑ. Киров поселокӗнчи музей-клуба 2022 ҫулта тӗпрен юсаттарнӑ, котельнӑй тунӑ, хутса ӑшӑтмалли тытӑма юсанӑ, ҫак ӗҫсене пурнӑҫлама 5 млн та 500 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Кӑҫал хӗллехи тапхӑрта клуба ҫутҫанталӑк газӗпе хутма пуҫлӑпӑр. 

Культурӑна аталантарас енӗпе те чылай ӗҫ пурнӑҫланать. Юсавлӑ, хӑтлӑ ҫуртсенче культура ӗҫченӗсене вӑй хума та кӑмӑллӑ, вӗсем ял ҫыннисем пушӑ вӑхӑтне кӑсӑклӑ та усӑллӑ ирттерччӗр тесе тӑтӑшах тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ. Культура ҫурчӗсем ҫумӗнчи пултарулӑх коллективӗсем ҫулсеренех тӗрлӗ конкурссене, фестивальсене хутшӑнаҫҫӗ, вырӑнта уявсемпе кон- цертсенче халӑха пултарулӑхӗпе савӑнтараҫҫӗ. Пур библиотекӑра та тӗрлӗ куравсемпе мероприятисем тӑтӑшах ирттереҫҫӗ, ачасене кӗнекесемпе туслашма вӗрентеҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех пирӗн уйрӑмӑн территорийӗнче икӗ шкул — Александровкӑри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп, Хырай Ӗнел ялӗнчи вӑтам шкулсен коллективӗсем ҫитӗнекен ӑрӑва тарӑн пӗлӳпе тивӗҫлӗ воспитани парассишӗн вӑй хураҫҫӗ.

Пуҫаруллӑ бюджет нумай пулӑшать

Территори пайӗн аталанӑвӗ унта пурӑнакан кашни ҫын пӗр-пӗрне шанса обществӑлла ӗҫсене хастар хутшӑннинчен, пуҫаруллӑ пулса ыттисемшӗн те тӑрӑшма ӑнтӑлнинчен килет. Хамӑр тӑрӑха хӑтлӑлатас, ҫынсен пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тӗллевпе тӗрлӗ проектсене хутшӑнатпӑр.

Пурнӑҫ малалла кайтӑр тесен хуҫалӑхра кунсерен пӗрер пӑта ҫапмалла теҫҫӗ-ҫке. Кунта та ҫаплах — халӑх пурнӑҫӗпе хӑтлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫсене кунран-кун, ҫулран-ҫул пурнӑҫласа пымалла. Ҫынсен пурнӑҫ условийӗсем аванланса пыччӑр тесе мӗн пуррине упрама, кивелнине юсама, ҫуккине туса лартма тивет. Ҫак енӗпе пире пуҫаруллӑ бюджет программи калама ҫук пысӑк пулӑшу парать. Ку программа ҫине таянса маларахри ҫулсенче Ҫӗнӗ тата Кивӗ Сӗнтӗр ялӗсенче урамсенчи юпасем ҫине энерги перекетлекен лампочкӑсем лартнӑ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑксене ҫӗнетнӗ. Иртнӗ ҫул вара пӗр проекта пурнӑҫа кӗртнӗ, Александровкӑри «Всех скорбящих радость» сӑваплӑ ҫӑлкуҫ территорине тирпей-илем кӗртмелли ӗҫсен пӗрремӗш тапхӑрне пурнӑҫланӑ. Унта ҫӗнӗ йывӑҫ ҫурт лартрӑмӑр, шыва кӗмелли икӗ купель туса хӑвартӑмӑр (киввинче пӗрре ҫеҫ пулнипе халӑх йышлӑ пуҫтарӑнсан черет пысӑкланса каятчӗ). Тимӗр карта тытса ҫавӑрнӑ, брусчатка сарса лапам тунӑ. Ҫак ӗҫсем пӗтӗмӗшле 1 млн та 350 пин тенке ларчӗҫ.

Кӑҫал вара пуҫаруллӑ бюджет программипе виҫӗ проект пурнӑҫлама палӑртнӑ. Александровкӑри сӑваплӑ ҫӑлкуҫ патӗнче 2022 ҫулта пуҫланӑ ӗҫсене малалла тӑсса территорие тирпей-илем кӗртнӗ, саксем вырнаҫтарнӑ, ҫӑлкуҫран шыв илмелли вырӑна хӑтлӑрах тунӑ.  Кунсӑр пуҫне, Ахмет ялӗнчи мечет патне пыракан ҫула (200 метр) тата тӗн ҫурчӗ умӗнчи лапама та  вак чул сарнӑ. Ҫак ӗҫсене пурнӑҫлама 250 пин тенкӗ кайрӗ, ҫав шутран 50 пинӗшне ял ҫыннисем пуҫтарса пачӗҫ. Виҫҫӗмӗш проекта пурнӑҫлама —  Александровка пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӗнчи хутса ӑшӑтмалли тытӑма юсама — вара 550 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Асӑннӑ суммӑн 40 процентне «Слава» ЯХПК (председателӗ М.А.Буслаев) тата «Родина» хресченпе фермер хуҫалӑхӗ (А.Е.Потемкин) уйӑрса пачӗҫ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ тӗле ку ӗҫе вӗҫлесси пӗтӗмпех подрядчикрен килет.

Территори уйрӑмсӗн ӗҫӗ — тӗрлӗ енлӗ

Ку чӑннипех те ҫапла. Ҫынсене тӗрлӗ ыйтупа йышӑнмалла, справкӑсем памалла, пушар хӑрушлӑхӗ пирки ӑнлантару ӗҫӗ ирттермелле, йывӑр лару-тӑрури, ӑнӑҫсӑр ҫемьесене сӑнаса тӑмалла тата ытти. Ялсен, масарсен тирпей-илемӗшӗн те тӑрӑшмалла. Кашни ялтах ҫӳп-ҫап пуҫтармалли контейнерсем вырнаҫтарнӑ, ҫакна валли ятарлӑ площадкӑсем йӗркеленӗ. Ҫӳп-ҫапа вӑхӑтра турттарса тухнине палӑртмалла. Пирӗн территорире вырнаҫнӑ 4 масара ял старостисем пуҫарнипе ҫулсеренех тирпейлеҫҫӗ, ҫӳп-ҫапран, хӑрнӑ йывӑҫран, типнӗ курӑкран тасатаҫҫӗ.

Тӳрӗ ҫул ҫинчен пӑрӑннӑ, йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене те куҫран вӗҫертместпӗр. Уйӑхсеренех профилактика мероприятийӗсем ирттеретпӗр, йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тишкеретпӗр. Полицин участокри инспекторӗ Линар Минуллин ял ҫыннисемпе ҫыхӑну тытсах тӑрать, ялсенче пурӑнакансене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе яланах йышӑнать. Усал ӗҫ ытларах чухне эрех ӗҫнипе пулнине палӑртмалла. Кун пеккисене куҫ умӗнчех тытатпӑр. Йӗплӗ пралук хыҫӗнчен тухнӑ ҫынсем те уйрӑм тимлӗхре.

Ял ҫыннисен пурнӑҫне лайӑхлатас енӗпе малашне те ӗҫлӗпӗр. Плансем пысӑк. Николай Будакова асӑнса лартнӑ самолет-палӑкӑн территорине тирпей-илем кӗртмелле. Пирӗн тӑрӑхри ҫивӗч тепӗр ыйту — Кӗтне юханшывӗн экологийӗ. Ҫак проблемӑна та округ, республика ертӳлӗхӗ тата тивӗҫлӗ органсем пулӑшнипе татса парасса шанатпӑр.

«Пӗччен салтак салтак мар», теҫҫӗ халӑхра. Мӗнпур ӗҫре ял хастарӗсемпе пӗрле старостӑсем пысӑк пулӑшу параҫҫӗ — халӑхпа канашлаҫҫӗ, ӑнлантару ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ. Вӗсем: Аркадий Абрамов (Александровка), Ринат Ахметов (Ахмет), Нина Зейдуллина (Новоалександровка), Николай Силанов (Ҫӗнӗ Сӗнтӗр), Галина Ванюркина (Кивӗ Сӗнтӗр), Владимир Мукшин (Хырай Ӗнел), Аркадий Кокшин (Луцки) тата Анатолий Краснов (Киров). Ҫавӑн пекех Александр Зайцев депутата, Александровка тата Хырай Ӗнел шкулӗсен коллективӗсене, культура, медицина ӗҫченӗсене, хуҫалӑх ертӳҫисемпе хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсене, уйрӑм предпринимательсене — мӗнпур халӑха тав сӑмахӗ калатӑп.

Хаклав

Александр ЗАЙЦЕВ,

Комсомольски муниципаллӑ округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ:

— Хамӑр ҫуралса ӳснӗ, пурӑнакан вырӑн аталантӑр, чечеклентӗр тесен таҫтан такам килсе туса парасса кӗтсе лармалла мар, кашни ҫыннӑн тӑрӑшмалла. Кунсӑр пуҫне, мӗн пуррине упрама пӗлмелле, ачасене те ҫакна пӗчӗкренех хӑнӑхтармалла. Ҫавӑн чухне ҫеҫ вӑл тирпейлӗ, илемлӗ, илӗртӳллӗ пулӗ. Кирек ӑҫта кайсан та тӑван кӗтесех, килех чун туртӗ.

Александровка территори уйрӑмне кӗрекен ялсенче пурӑнакансем ҫакна чылайӑшӗ ӑнланса пуҫарулӑхпа палӑраҫҫӗ, обществӑлла ӗҫсене хутшӑнаҫҫӗ. Ҫак пӗрлехи ӗҫсенчен эпир те, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем, айккинче юлмастпӑр, мӗнпур майпа пулӑшма тӑрӑшатпӑр. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *