«Хӑюлӑхшӑн» медале тивӗҫнӗ

Афганистанри вӑрҫӑ вӗҫленнӗренпе чылай вӑхӑт иртрӗ. Унта хутшӑннӑ ентешсем пирки 2016 ҫулта тухнӑ «По приказу Родины — по зову долга» кӗнекере каласа панӑччӗ ӗнтӗ. Анчах та пирӗн ентешсен, воин-интернационалист тивӗҫне пурнӑҫланисен ячӗсем пурте вӑл издание кӗреймен. Хамӑр тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ пулин те, пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне сапаласа пӗтернӗ. Ҫавӑнпа та пурин пирки материалсем тупма йывӑр пулчӗ. Халӗ асӑннӑ кӗнекен иккӗмӗш томне пичетлесе кӑларма хатӗрленетпӗр.

Паян эпӗ пӗрремӗш кӗнекене кӗмен тепӗр воин-интернационалист ҫинчен каласа парасшӑн. Геннадий Арсентьевич Серебров 1955 ҫулхи июнӗн 29-мӗшӗнче Хирти Мӑнтӑр ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти вӑтам шкула вӗренсе пӗтерсен 1973—1975 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче службӑра пулнӑ. Ҫар тивӗҫне пурнӑҫласа таврӑннӑ каччӑ шалти ӗҫсен органӗсенче тӑрӑшнӑ. 1981 ҫулта прапорщиксем хатӗрлекен шкула вӗренме кӗнӗ. Ӑна ӑнӑҫлӑ пӗтернӗскер Оренбург облаҫӗнче артиллери полкӗнче взвод командирӗ пулса службӑра тӑнӑ. Унтан ӑна 1982 ҫулта Афганистан республикине куҫарнӑ. Вӗсен чаҫӗ Файзабад хулинче тӑнӑ. Геннадий Арсентьевич ҫар операцийӗсене пӗрре мар хутшӑннӑ. Хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн ӑна 1984 ҫулта «За отвагу» медальпе наградӑланӑ.

Афганистанра хӑйӗн ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн Геннадий Ульяновск хулинче службӑра тӑнӑ. 1987 ҫултан пуҫласа Чӑваш Республикин ҫар комиссариатӗнче ӗҫленӗ. Тивӗҫлӗ канӑва кайсан В.И.Чапаев ячӗллӗ заводра та тӑрӑшнӑ.

Геннадий Серебров ҫар службинче тӑнӑ вӑхӑтра та, мирлӗ ӗҫре те хӑйне лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартнӑ. Кирек ӑҫта та умне лартнӑ тӗллевсене чыслӑн пурнӑҫласа пынӑ.

Хисеплӗ ентешӗн кӑкӑрне «За боевые заслуги», «В память 25-летия окончания боевых действий в Афганистане», «Воину-интернационалисту от благодарного афганского народа», «70 лет Вооруженных сил СССР» тата ытти медальсемпе паллӑсем илемлетеҫҫӗ.

Тивӗҫлӗ канура пулин те, Геннадий Арсентьевич паян кун та алӑ усса лармасть. Мӗн май килнӗ таран обществӑлла ӗҫсене хутшӑнма тӑрӑшать.

Анатолий АГАФОНОВ,  таврапӗлӳҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *