Понедельник, 24 июня

Суйлав ыйтӑвӗпе темиҫе хурав

Ҫынсенчен  суйлавсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем килсех тӑнӑ пирки Чӑваш Республикинчи Суйлав комиссийӗ вӗсем ҫине хуравсем парать.

— Кӑҫалхи сентябрь уйӑхӗнче мӗнле суйлавсем иртеҫҫӗ тата унта камсем хутшӑнаҫҫӗ?

— 2023 ҫулхи сентябрӗн 10-мӗшӗнчи пӗрлехи суйлав кунӗнче ҫӗршывра тӗрлӗ шайри суйлав кампанийӗсем  иртеҫҫӗ. Чӑваш Республикинче вырӑнти самоуправлени органӗсен (муниципаллӑ  пӗрлӗхсен депутачӗсен) хушма суйлавӗ пулать. Вӗсем Улатӑр хулинче, Элӗк, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Шупашкар, Етӗрне тата Елчӗк муниципаллӑ округӗсенче иртӗҫ. Унта ҫав вырӑнта регистрациленсе пурӑнакансем ҫеҫ хутшӑнма пултараҫҫӗ. Сасӑлав темиҫе куна пырать, суйлавҫӑсем сентябрӗн 8, 9, 10-мӗшӗсенче хӑйсен сассисене пама пултараҫҫӗ. Суйлав участокӗсем ирхине 8 сехетрен пуҫласа каҫхи 20 сехетчен ӗҫлӗҫ.

— Чӑваш Енре кӑҫал пуҫласа дистанциллӗ майпа электронлӑ сасӑлама пулӗ. Вӑл мӗнле япала?

— Дистанциллӗ меслет вӑлэлектронлӑ майпа vybory.gov. ru. ятарлӑ порталпа усӑ курса хӑйсен сассисене панине пӗлтерет.

— Малашне пурин те электронлӑ майпа суйламалла пулать-и? Гаджетсемпе усӑ курма пӗлменнисен мӗн тумалла?

— Ҫук, паллах. Йӑлана кӗнӗ суйлав йӗркине улӑштарман. Электронлӑ майпа суйлав участокӗсене килсе ҫӳрес теменнисем ҫеҫ усӑ курма пултараҫҫӗ. Кашни суйлавҫӑ мӗнле йӗркепе сассине парассине хӑй суйласа илет.

— Ҫын дистанцилле майпа (электронлӑ меслетпе) сасӑлас тесен унӑн мӗн тумалла?

— Чи малтанах суйлавҫӑн «Патшалӑх пулӑшӑвӗ» порталта ҫырӑнни пулмалла. Вӑл ҫук пулсан нумай функциллӗ центрта, банкра, территори уйрӑ- мӗсенче регистрациленмелле. Ун хыҫҫӑн Патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗ урлӑ электронлӑ майпа суйлама кӑмӑл туни ҫинчен ыйтса заявлени ҫырмалла.  «Учтены ЦИК России» текен хыпар килсен эсир суйлава электронлӑ майпа хутшӑнма пултаратӑр. Интернет ӑнӑҫлӑ ӗҫлени кирлине те шута илӗр. Унсӑр эсир хӑвӑр сассӑра параймастӑр. Патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗнче сирӗн ят, аҫу ячӗ, хушамат, паспорт кӑтартӑвӗсем, телефон номерӗ, электронлӑ почта адресӗ пулмалла.

— Кӑҫал Комсомольски муниципаллӑ округӗнче пурӑнакансен мӗнле суйлавсене хутшӑнмалла?

— 2023 ҫулхи сентябрӗн 10-мӗшӗнче, ҫӗршыври сасӑламалли пӗрлехи кунра, Комсомольски муниципаллӑ округӗнче суйлав пулмасть. Малашнехи суйлавсем умӗн дистанциллӗ майпа сасӑлассин йӗрки ҫинчен тӗплӗнрех ӑнлантарса парӑпӑр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *