Понедельник, 24 июня

Пархатарлӑ ӗҫ — библиотекарь

Пархатарлӑ ӗҫ — библиотекарь

Библиотека вӑл — ӑс-хакӑл культурин тӗрекӗ, кунта кашниех хӑйне валли интереслӗ информаци тупма пултарать. Анчах та паянхи кун нумайӑшӗ библиотекӑна ҫӳреме кирлех мар тесе шутлать, мӗншӗн тесен кӗнекене туянма е интернетра тупма пулать.  Ҫапах вулама юратакансем нихӑҫан та кӗнеке чӑштӑртатнине монитор ҫуттипе улӑштарас ҫук. Паллах, интернетра материал нумай, анчах та пире библиотекӑра ӗҫлекен специалист кирлӗрех пулӑшу пама пултарать.

Анат Тимӗрчкасси ялӗнчи библиотекӑра Любовь Витальевна Филиппова вӑй хурать. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫне библиотека ӗҫне халалланӑ, студент пулнӑ чухнех ӗҫе вырнаҫнӑ. Маттур специалистшӑн библиотека иккӗмӗш килӗ пулса тӑнӑ. Вӑл 39 ҫул хӑйӗн ӗҫне чунӗпе юратса пурнӑҫлать, тӗрлӗ мероприяти, выставкӑсем ирттерет, кирлӗ информаципе тивӗҫтерет.  Библиотека сайра-хутра ҫеҫ пушӑ пулать. Унта ытларах шкул ачисемпе тивӗҫлӗ канурисем пуҫтарӑнаҫҫӗ. Аслӑ ӳсӗмрисем мӑнукӗсене те кӗнекепе туслашма пӗрле илсе пыраҫҫӗ.

Любовь Витальевна паянхи пурнӑҫпа тан утма тӑрӑшать, ҫӗнӗ технологисемпе те анлӑн усӑ курать. Литература викторинисем, шкул ачисем валли мероприятисем йӗркелеме, литература каҫӗсем ирттерме юратать.

 Ҫуллахи шӑрӑх кунсенче вӑхӑта библиотекӑра ирттерме мӗн тери аван.  Акӑ, нумаях пулмасть хастар хӗрарӑм «Библиотекӑра ӳкеретпӗр» пултарулӑх сехечӗ йӗркелерӗ. Ачасем хӑйсем вуласа тухнӑ хайлавсенчи, юмахсенчи сӑнарсене хаваспах тӑрӑшса ӳкерчӗҫ.

Библиотекӑра тӑрӑшаканӑн пур ӳсӗмри ҫынпа та пӗр чӗлхе тупма пӗлмелле. Тимлӗхшӗн, кирлӗ сӗнӳ-канаш панӑшӑн, хӑйӗн ӗҫне юратса пурнӑҫланӑшӑн ял ҫыннисем Любовь Витальевнӑна хисеплеҫҫӗ, хаклаҫҫӗ.

«Библиотекӑра кашни ыйту ҫине хурав тупма пулать. Ҫут ҫанталӑка тӗпчеме, этем пурнӑҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене тишкерме, чӑнлӑха курма май пур. Эпӗ вара кашнинех пулӑшу пама хатӗр. Манӑн ӗҫӗн тӗллевӗ — вулакансене «чӗрӗ» кӗнекене юратма, вулама вӗрентесси, вулакансен шутне ӳстересси», — палӑртрӗ хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне Любовь Витальевна.

Ялта библиотека питӗ кирлӗ. Ӑна упраса хӑварма кашнийӗнех тӑрӑшмалла. Малашне те вулакансен йышӗ ӳссе ҫеҫ пытӑр, ҫӳлӗксем яланах кӗнекесемпе тулли пулччӑр.

Алиса ОСИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *