Вторник, 23 апреля

Вӗрентӳ министрӗ – пирӗн округра

Вӗрентӳ министрӗ – пирӗн округра

Сисмерӗмӗр те, август уйӑхне кӗтӗмӗр. Кӗҫех ҫуллахи каникул вӗҫленсе вӗренӳ ҫулӗ те пуҫланать. Вӑл яланхиллех ҫӗнӗ ӗмӗтсем, тӗллевсем, шухӑшсем илсе килет. Ачисене шкула яма ашшӗ-амӑшӗ кирлӗ хатӗр-хӗтӗр, япала туянма пуҫлани те сисӗнет. Ҫавӑн пекех шкулсенче те тирпей-илем кӗртсе, юсав ӗҫӗсене вӗҫлесе пыраҫҫӗ.

Акӑ, иртнӗ юнкун пирӗн муниципаллӑ округа Чӑваш Республикин вӗрентӳ министрӗ Дмитрий Захаров ҫитсе курчӗ. Вӑл Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулта картиш территорине тирпей-илем кӗртессипе ӗҫсем мӗнле пынипе паллашрӗ. Палӑртнӑ вырӑна министрпа пӗрле муниципаллӑ округӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Раськин, шкул директорӗ Ирина Соловьева, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова, Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ Мария Илларионова ҫитсе ӗҫлӗ калаҫу йӗркелерӗҫ, юсав ӗҫӗсене пӑхса хакларӗҫ, кирлӗ йышӑну турӗҫ.

Анна МАТРОСОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *