Ҫил-тӑвӑл алхаснӑ

Ҫил-тӑвӑл алхаснӑ

Темиҫе кун пирӗн округ территорийӗнче, пӗтӗм республикӑри пекех, шӑрӑх ҫанталӑк тӑчӗ. Сывлӑш температури вӑхӑт-вӑхӑтпа 40 градуса та ҫитрӗ. Халӑх ҫумӑр кӗтрӗ. Эрнекун тавралӑха хура пӗлӗтсем хупӑрласа илчӗҫ . Ҫумӑрӗ ҫурӗ-ха, унпа пӗрлех ял ҫыннисене ҫанталӑк палӑрмаллах сӑтӑр та туса хӑварчӗ. Вӑйлӑ ҫил ҫуртсен, хуралтӑсен тӑррисене илсе пӑрахнӑ, йывӑҫсене тӳнтернӗ, электропередача линийӗсене татса пӗтернӗ. Эрнекун, шӑматкун, вырсарникун ҫ ил вӑйлӑ пулнипе Комсомольски, Хырхӗрри, Асанкасси, Александровка, Элпуҫ , Хирти Сӗнтӗр, Аслӑ Ҫӗрпӳел, Чӗчкен территори уйрӑмӗсенчи ялсенче пурӑнакансем шар курнӑ.

Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Раськин, округӑн мобилизациллӗ хатӗрленӳ, ятарлӑ программӑсен, граждӑнла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру пайӗн начальникӗ Дмитрий Галкин, Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ Мария Илларионова  ҫийӗнчех инкек пулнӑ вырӑнсене ҫитсе курнӑ, кирлӗ йышӑнусем тунӑ.

Ҫил-тӑвӑл ҫавӑн пекех республикӑри Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Куславкка, Канаш, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Йӗпреҫ  округӗсенче те алхаснӑ, уйрӑм ҫынсен хуҫалӑхӗсене те, муниципаллӑ ҫурт-йӗре те сӑтӑр тунӑ. Пур ҫӗрте те ҫийӗнчех юсавҫӑсем ӗҫлеме пуҫланӑ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *