Шкул территорийӗ хӑтлӑланать
Июлӗн 30-мӗшӗнче Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Раськин Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӑн картиш территорине тирпей-илем кӗртессипе ӗҫсем мӗнле пынипе паллашрӗ. Шкул ҫумӗнчи территорие тирпей-илем кӗртес ӗҫе шкулсене тӗпрен юсамалли программа шайӗнче туса ирттереҫҫӗ. Кунта паянхи кун асфальт ҫулсем, брусчаткӑран сарнӑ плац, хӑтлӑ саксем, спорт площадкисемпе пултарулӑх зонисем тӑвас ӗҫ пырать.
Николай Никандрович Комсомольски 1-мӗш номерлӗ вӑтам шкулӗн директорӗпе Ирина Соловьевӑпа тата Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗпе Мария Илларионовӑпа пӗрле территорие тирпей-илем кӗртес, шкула ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрлес ӗҫсем мӗнле пынипе паллашрӗ. Ирина Алексеевна палӑртнӑ тӑрӑх, класс пӳлӗмӗсенче, спортзалта, столовӑйра вырӑнти коллектив вӑйӗпе вак юсав ӗҫӗсене вӗҫленӗ, ҫакна ӗҫлӗ ушкӑн тӗрӗслев вӑхӑтӗнче хӑй те курса ӗненчӗ. Шкула 1—2 ҫул каялла тӗпрен юсанӑ май, кунта вӗренӳ процесне кирлӗ пек йӗркелеме пӗтӗм услови пур, классем ҫутӑ та хӑтлӑ. Пуҫламӑш классенче партӑсене йӑлтах улӑштарнӑ, аслисенче те майӗпен ҫӗннисем туянса пыраҫҫӗ. Пур ҫӗрте те хитре, ятуллӑ. Анчах акт залӗнче пукансем кивӗ, тӗрлӗрен. Ирина Алексеевна ҫак ыйтӑва татса парас ӗҫре пуҫлӑхсенчен пулӑшу ыйтрӗ.
Николай Никандрович шучӗпе, тӗп тӗллев — хӑтлӑ, хӑрушлӑхсӑр тата хальхи пурнӑҫ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен вӗрентӳ хутлӑхне туса хурасси, вӑл ачасене вӗренме, пултарулӑхне аталантарма хавхалантармалла. Шӑпах ҫавӑнпа аслисем йӗркеллӗ вӗренӳ ӗҫӗ-хӗлӗ валли пур услови те туса пама тивӗҫ .
Ирина Соловьева пӗлтернӗ тӑрӑх, М.В.Зиганшинӑн подряд организацийӗ 2023 ҫулхи августӑн 20-мӗшӗ тӗлне шкул территорине тирпей-илем кӗртес ӗҫе вӗҫлеме палӑртать.
Любовь ШУРЯШКИНА.