Музейсемпе паллашни кашнин асӗнче

Иртнӗ кӗҫнерникун пирӗн округри ветерансем хӑйсене интереслентерекен вырӑнсенче  экскурсире пулчӗҫ . Малтанах автобус Чӑваш Ен Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин «Комсомольскинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ» умне ҫитсе чарӑнчӗ.

Аслӑ ӳсӗмрисен «Серебряный возраст» хутшӑну центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе  Раҫҫей Социаллӑ фончӗн Комсомольскинчи клиент службин ӗҫченӗ Ирина Самарина тӗплӗн паллаштарчӗ. Тивӗҫлӗ канури ҫынсене кунта тӗрлӗ енлӗ пулӑшу параҫҫӗ, пӗрле пуҫтарӑнса нумай ыйту пӑхса тухаҫҫӗ. Сывлӑха упрама, спорт вӑййисемпе туслашма, алӑ ӗҫӗ тума, телевизор курма та пулать. Ҫавӑн пекех канма ҫемҫе диван, массаж кресли пур. Центр ватӑсемпе тивӗҫлӗ канури ҫынсене хапӑл туса йышӑнать. Унпа паллашас кӑмӑл пулсан пурне валли те алӑк уҫӑ.

Малалла пирӗн ҫул «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗ енне выртрӗ. Кунта юсав ӗҫӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн улшӑну чылай.

Искусствӑлла виткӗчпе сарнӑ футбол уйӗ те, ятарлӑ чупмалли ҫул та вӗр ҫӗнӗ. Эпир чупса, тренажерсем ҫинче ярӑнса куртӑмӑр, ҫамрӑклӑха аса илтӗмӗр. Директор заместителӗ Петр Порядков пире кунти ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Ҫакна та палӑртса хӑвармалла, пенсионерсем кашни кунах, шӑматкунпа вырсарникунсӑр пуҫне, 14 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен бассейнра тӳлевсӗр шыва кӗме пултараҫҫӗ.

Шурӑ автобус Ҫӗнӗ Мӑрат шкулне вӗҫтерсе ҫитрӗ. Пире Альберт Борисов директор, унӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен  ҫ умӗ Валентина Филиппова ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ . 2023 ҫул пуҫламӑшӗнче пӗлӳ ҫуртӗнче музей уҫӑлнӑ. Шкулта «Наследие» шырав отрячӗ йӗркеленӗ. Валентина Филиппова ертсе пынипе шкул ачисем Чӑваш Республикинчи ытти шырав отрячӗсемпе пӗрле Новгород тата Ленинград облаҫӗсенче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пынӑ вырӑнсенче шыравра пулнӑ. Унта тупнӑ экспонатсем музейра упранаҫҫӗ. Кунта ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсен тӗрлӗ вӑхӑтри  сӑнӳкерчӗкӗ те нумай. Музей никӗслевҫисене пула ун пирки округ тулашӗнче те пӗлеҫҫӗ, тӗрлӗ хуларан тата муниципалитетран делегацисем килсе ҫӳреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче 2017 ҫулта аграри класӗ те уҫӑлнӑ. Ҫакӑ кунтан вӗренсе тухакансене Чӑваш патшалӑх аграри университетне вӗренме кӗме ҫӑмӑллӑх парать. Альберт Борисов шкулта экскурси ирттерчӗ, унӑн историне каласа пачӗ. Шкул пахчинчи 2022 ҫулта хӑйӗн пӗрремӗш ҫимӗҫне панӑ абрикос аллейипе паллаштарса та тӗлӗнтерчӗ. Ветерансен совечӗн председателӗ Юрий Тимофеев шкул директорне пӗрле килӗштерсе ӗҫленӗшӗн, ҫамрӑксене патриотла воспитани парас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн республикӑри ветерансен канашӗн президиумӗн Хисеп хучӗпе чысларӗ. Шкулта тӑрӑшакансем музейра экскурсисем, викторинӑсем, куравсем тата ытти мероприяти йӗркелесе чӑннипех те пысӑк ӗҫ  тӑваҫҫӗ.

Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче Альберт Борисовӑн ашшӗ — Соломон Иванович — никӗсленӗ историпе краеведени халӑх музейӗ питӗ пуян. Паллашмалли, курмалли, тӗлӗнмелли нумай кунта. Ӑна пӑхса тӑракан Алексей Токмаков экскурси ирттерчӗ. Музее йӗркелеме нумай вӑй хуни палӑрать. Вӑл 8 ҫул вӗренмелли шкул пулнӑ ҫуртра 1989 ҫулта «Заря» колхоз тата Алексей Токмаков, Валерий Кириллов, Николай Ильин, Яков Прокопьев, Геннадий Басников пулӑшнипе уҫӑлнӑ. Унта 10 выставка залӗнче тӗрлӗ экспонатсем, документсем, сӑнӳкерчӗксем вырнаҫнӑ. Ҫул ҫӳреве хутшӑнакансене музейсемпе паллашни килӗшрӗ. Вӗсем кунта мӑнукӗсемпе пӗрле тепӗр хут ҫитсе курма та палӑртрӗҫ . Музейсем пурри пире хамӑрӑн историне упраса хӑварма, ҫитӗнекен ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани пама пулӑшать. Ҫакна кашнийӗнех асра тытмалла.

Пирӗн ушкӑн ялти паркра паттӑр милиционерсене халалласа лартнӑ тата  паллӑ мар салтак палӑкӗсем патне ҫитсе чӗрӗ чечек ҫыххисем хучӗ. Милици ветеранӗ, отставкӑри полковник  Петр Лапшин Александровпа Орлов милиционерсем Совет влаҫӗшӗн кӗрешсе вилни ҫинчен питӗ тарӑннӑн каласа кӑтартрӗ. Пурте тимлӗн итлесе тӗлӗнтӗмӗр. Ҫула май Тукайри Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫӗсене хунӑ палӑк патне те кӗрсе чечек ҫыххисем хурса асӑнтӑмӑр.

Ветерансен канашӗн президиумӗ «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн ертӳҫине Валерий Денисова автобус панӑшӑн тата асӑннӑ мероприятие ирттерме пулӑшакансене пурне те тав сӑмахӗ калать, ырлӑх- сывлӑх, телей тата ӗҫре ӑнӑҫу сунать.

Людмила ТИХОНОВА,

Юрий ТИМОФЕЕВ.

Сӑнӳкерчӗксенче: Ҫӗнӗ Мӑратри халӑх музейӗнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *