Кӗрхи тулӑ, урпа, пӑрҫа выраҫҫӗ

Кӗрхи тулӑ, урпа, пӑрҫа выраҫҫӗ

Ҫумӑрлӑ кунсем ҫитиччен округри 12 ял хуҫалӑх предприятийӗнче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем пуҫтарса кӗртме пуҫланӑччӗ. Ҫанталӑк ку ӗҫе чарса хучӗ.

Июлӗн 31-мӗшӗ тӗлне округри пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем 1075 гектар ҫинчи тырпула вырса ҫапса тӗшӗленӗ. Комбайнсем кӗрхи тулӑ, урпа, пӑрҫа уйӗсенче ӗҫленӗ. Йӗтемсем ҫине  пурӗ 2746,9 тонна тырӑ кӗнӗ. Вӑтам тухӑҫ хальлӗхе кашни гектар пуҫне 25,6 центнерпа танлашать.

Выльӑх апачӗ хатӗрлесси малалла пырать. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем 17631 тонна сенаж, 5413 тонна утӑ хатӗрленӗ.

Округра кӗр тыррисем акма 385 гектар ҫӗр хатӗрленӗ, 25 гектар сухаланӑ.

Ҫанталӑк уяртсанах вырма ӗҫӗсем ҫӗнӗ хӑватпа пуҫланӗҫ .

Минзаит ЗАЙНУЛЛИН,

ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *